ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Чи ăста сварщиксем - "Сеспельте"

Категория: В районе Просмотров: 502

IMG 7880Хăйĕн продукцине хамăр çĕршыва кăна мар, ют çĕршывсене те ăсатакан тĕнче шайĕнчи предприятие - Москакасси ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă акционерсен "Сеспель" хупă обществине пирĕн тăрăхра пĕлмен çын çуках-тăр. Европа шайĕнчи çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ предприятире паян цемент, çăнăх-кĕрпе, нефть тата хими продукчĕсем, битум, шыв, комбикорм турттармалли автоцистернăсемпе танк-контейнерсем туса кăлараççĕ. Тĕрĕссипе район тăнăç аталанасси, хамăр тăрăхра социаллă ыйтусене ăнăçлăрах татса парасси те асăннă предприяти епле ĕçленипе чылай енпе çыхăннă. Мĕншĕн тесен предприяти тăнăç ĕçлет, продукци чылай туса кăларса сутать пулсан, вырăнти бюджета налук пухăнасси те пĕчĕкех пулмасть.

Пĕр-икĕ цифра кăна. Кăçалхи 9 уйăхра предприятире продукци 1 млрд та 750 млн тенкĕлĕх ытла туса кăларнă. Çакă вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен икĕ хут ытла нумайрах.

Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырса производствăна аталантарасси çине те кунта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. "Сеспель" çывăх вăхăтрах танк-контейнерсем туса кăларассипе тепĕр производство площадки ĕçе кĕртме хатĕрленет.

Паллă ĕнтĕ, хăйĕн продукцине ытти çĕршывсене ăсатакан предприятире вăй хуракансен професси ăсталăх шайĕ те тĕнче шайĕнчи пулма тивĕç. Пурнăç вара вырăнта тăмасть. Ăсталăха аталантарса, пĕлĕве ÿстерсе пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна шута илсе кăçал пуçласа сварщиксен професси ăсталăх конкурсне йĕркелес тенĕ те ĕнтĕ предприятире. Тĕп ĕçе пурнăçлакансем шăпах вĕсем вĕт-ха. 70 сварщик ытла тăрăшать кунта. Çĕнĕ производство хăвачĕ хута кайсан вĕсен шучĕ 100-тен те иртмелле. Конкурса вара предприятие йĕркеленĕренпе 29 çул çитнине халалланă. 21 сварщик хутшăнма кăмăл тунă конкурса.

Конкурс предприятин çуралнă кунĕнче - октябрĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ. Конкурса уçнă май производство пуçлăхĕ Владимир Блинов çак кунпа пурне те ăшшăн саламларĕ, конкурса хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ.

Конкурс пуçланас умĕн предприятин тĕп инженерĕн çумĕпе Андрей Котелкинпа калаçса илтĕм.

- Çитес çул "Сеспель" предприятие туса хунăранпа 30 çул çитет. Паян ирттерекен конкурс юбилее хатĕрленнĕ май йĕркеленĕ пĕрремĕш пысăк мероприяти пултăр терĕмĕр. Малашне вара кун пек ăсталăх конкурсĕсене ытти професси ĕçченĕсем хушшинче те йĕркелес шухăшлă эпир. Производство пуçлăхĕн Владимир Блиновăн çак пуçарăвне пурте ырласа йышăнчĕ, - терĕ Андрей Николаевич.

Сăмах май, "Сеспельте" çак вăхăта 520 çын вăй хурать. Вăл шутран производство участокĕсенче 400 - 420 çынна яхăн. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Хатĕрлев участокĕнче вара - татти-сыпписĕр производство. Кунти ĕçсене 4 сменăпа ятарлă графикпа йĕркелесе пыраççĕ.

Предприяти администрацийĕ конкурс çĕнтерÿçисене чыслама парнесем туянасси çинче укçа перекетлеме тĕллев лартман. Питех те сумлă парнесем кĕтрĕç çĕнтерÿçĕсене. 1-мĕш вырăн йышăнакана - "Чи лайăх сварщик" ят тата икĕ камерлă холодильник. 2-мĕш вырăншăн - "Лайăх сварщик" ят тата телевизор. 3-мĕш вырăн йышăнакан валли - "Шанчăклă сварщик" ят тата кĕпе çумалли машина. 4-мĕш вырăн йышăнакан валли те хавхалантару парни хатĕрленĕ - микрохумлă кăмака.

Парнисем сумлă та, конкурсра мала тухасси те çăмăллăнах пулмарĕ. Конкурса хутшăнакансен сварка ĕçĕсене кăна виçĕ тĕрлине пурнăçлама тиврĕ. Вăл шутра: хурçă пластинăсене сваркăпа сыпăнтарасси, тутăхман хурçă пластинăсене сыпăнтарасси, алюмини пăрăхсене сыпăнтарасси. Жюри вара сваркăпа шăратса сыпăнтарнă çĕвĕ пахалăхне кăна мар, шăратса сыпăнтарма материал çине мĕнле хатĕрленине те, аппаратпа мĕнле усă курнине те, мĕнле режимпа ĕçлеттернине те, ĕç вăхăтне те, ыттине те шута илет. Çыннăн ĕç хăнăхăвĕ мĕнле пулни, ĕçленĕ вăхăтра хăйне мĕнле тытни те пĕлтерĕшлĕ. Ĕç тумтирĕ мĕнле пулни те пĕлтерĕшлĕ самант пулса тăрать. Пĕтĕмпех балл системипе хаклаççĕ.

Ку вăл конкурсăн практика пайĕ кăна-ха. Кунсăр пуçне конкурсантсен теори пĕлĕвне те тĕрĕслесе хак параççĕ. Çавна май вĕсен профессипе çыхăннă ыйтусене хуравлама тиврĕ. Кунсăр пуçне ĕç сыхлавĕн, ĕçри хăрушсăрлăхăн требованийĕсемпе нормисене мĕнле пĕлнине тĕрĕслерĕç.

Чи нумай балл пухса "Чи лайăх сварщик" ята, диплома тата професси ăсталăх конкурсĕн тĕп парнине - холодильника - предприяти сварщикĕ Николай Иванов çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Евгений Сидоровпа Петр Овчинников тивĕçрĕç. Пăшăрханмалла мар - вĕсен парнисем те сумлă. Хавхалантару парнине Петр Герасимов тивĕç пулчĕ.

Предприятин çуралнă кунĕнче ĕçре палăрнисене те чысларĕç. Петр Герасимов сварщик Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотине, механосборка ĕçĕсен слесарĕсем Александр Любимовпа Сергей Соколов тата шут программин управленийĕн станокĕсен операторĕ Николай Касеев район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.

Пĕлтерĕшлĕ çак саманта та палăртса хăварас пулать. Конкурс ирттернĕ май предприятире ĕç самантлăха та чарăнмарĕ. Конкурса хутшăнакансем те конкурс ĕçĕсене пурнăçланă хыççăнах хăйсен ĕç вырăнĕсене васкарĕç.IMG 7902

В. ШАПОШНИКОВ.

Сăн ÿкерчĕксенче: производство пуçлăхĕ Владимир Блинов конкурс итогĕсене пĕтĕмлетет; предприятири чи ăста сварщиксем - конкурс çĕнтерÿçисем.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости