ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Сумлă çемьесене - чыс та хисеп

Категория: Твои люди, район Просмотров: 583

DmitrievИюлĕн 8-мĕшĕ - Çемье, юрату  тата  шанчăклăх кунĕ.  Асăннă уяв Петр княçпе тата унăн мăшăрĕ Феврони Муромскисен  тивлечĕпе кун çути курнă. Çак мăшăра православи тĕнне ĕненекенсем  паллă тăваççĕ.

Ĕнер район администрацийĕнче  савăнăçлă лару-тăрура районти сумлă çемьесене чысларĕç. Уява район пуçлăхĕ Игорь Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ  Ростислав Тимофеев уçрĕç, уявпа саламларĕç.

- Хисеплĕ мăшăрсем, сире пурне те уявпа саламлатăп. Çемье кашни çын пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Кил-йышра юратупа килĕшÿ пулсан, пĕр-пĕрне ăнлансан, пурнăç та ăнса пырать. Туслă та çирĕп çемье - çĕршыв тата халăх тĕрекĕ, - терĕ Игорь Васильевич.

Вăл палăртнă тăрăх, пирĕн çĕршыв ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрать. Акă районта та çемьесем валли чылай ĕç пурнăçлама май килет: спорт сооруженийĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене юсаса çĕнетеççĕ тата ытти те. 

Ростислав Николаевич уявпа саламланă май çемьесем тĕлĕшпе патшалăх шайĕнче уйăракан пулăшу программисем çинче чарăнчĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май килни те - çемьесемшĕн пысăк тĕрек.   

Раççей Федерацийĕнче 25 çултан кая мар  пĕр-пĕрне килĕштерсе, юратса, хисеплесе пурăнакан, ачисене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă, ял-йышра  ырă ята тивĕçнĕ мăшăрсене  "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чыслама йышăннă. Кăçал пирĕн районтан çак  хисепе виçĕ çемье илме тивĕçнĕ. 

Чăваш Республикин гражданла оборона  тата чрезвычайлă  лару-тăру ĕçĕсен патшалăх  комитечĕн председателĕ  Вениамин Петров уявпа саламласа  сумлă мăшăрсене асăннă медальпе чысларĕ. Ăна илме Калайкасси ялĕнчи Дмитриевсен (сăн ÿкерчĕкре) çемйи тивĕçрĕ. Юрий Никифоровичпа Галина Александровна 56 çул пĕрле пурăнаççĕ. 2 ывăлпа 1 хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă.  Юрий Никифорович 1962 - 2000 çулсенче асăннă ял шкулĕнче физика предметне вĕрентнĕ. Галина Александровна та çак шкулта математикăпа пĕлÿ панă. Çавăн пекех "Юратупа шанчăклăхшăн" медале сумлă мăшăрсем, Оринин ял тăрăхĕнчи Просовсем, Ярославка ял тăрăхĕнчи Шадринсем тивĕçрĕç.

РФ Пенси фончĕн  районти пайĕн ертÿçи Ирина Гришина Муркаш ял тăрăхĕнчи  Ермолаевсен,  Максимовсен çемйисене  амăш капиталĕн свидетельствисене парса чысларĕ.    

Сумлă çул пĕрле пурăнакан хисеплĕ мăшăрсем  çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи  Алина Васильевнăпа Меркурий Иванович Ивановсем  алла-аллăн тытăнса, пĕрне-пĕри ăнланса 50 çул пĕрле пурăнаççĕ. Çавна май вĕсене Чăваш Республикин юстици министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Вязов саламларĕ, черетлĕ юбилейра та тĕл пулма çирĕп сывлăх сунчĕ.

Уяв сцени çине ял тăрăхĕсенчи нумай çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан çемьесене район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене парса чысларĕç.

Çавăн пекех уявпа Владимирски Турă амăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте тата Муркаш районĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Лилия Тарасова  саламларĕç. Уява юрă-ташă илем кÿчĕ.

Р. Илларионова.

Фоторепортаж - хаçат сайтĕнче.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости