ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Ăмăртуран - пысăк çитĕнÿпе

Категория: Спорт Просмотров: 686

IzqJjvpo9J8Нумаях пулмасть Саратов хулинче  парабадминтон енĕпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Çĕршыври 15 регионти 50 ытла спортсмен йышĕнче наградăсемшĕн Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн спортсменĕсем те ăмăртнă.

Григорий Сергеев тренер ертсе пыракан чăваш спортсменĕсем унта пурĕ 17 медале тивĕçме пултарнă. Çак çитĕнÿре Муркаш районĕнче пурăнакан Илья Паргеев тата Алексей Ефимов (сăн ÿкерчĕкре) спортсменсен тÿпи те пур. 

Илья парабадминтонла хире-хирĕç пĕчченшерĕн вылякансен йышĕнче 1-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Арçынсем мăшăрăн вылякан ăмăртура Илья тата Алексей пĕрле выляса 3-мĕш вырăн йышăннă. Хĕрарăмпа арçын мăшăрăн вылякан ăмăртура та Илья Пушкăрт Республикинчи спортсменпа 3-мĕш вырăна тухнă.

Ильяпа Алексей çак ăмăрту спортсменсемшĕн пысăк пĕл-терĕшлĕ пулнине калаççĕ. Унти кăтартусемпе кăçал  Кăнтăр Корея çĕршывĕнче иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнма Раççейĕн пĕрлештернĕ командине йĕркелеççĕ.

Н. Николаева.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости