Пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе кăçал районта икĕ проект пурнăçа кĕчĕ. Вĕсенчен пĕри - Юнкăра. Кунта ĕнер савăнăçлă лару-тăрура нумай функциллĕ сывлăхпа спорт площадкине уçрĕç. 1 млн та 638 пин тенкĕлĕх спорт площадкине тума республика бюджетĕнчен 982 пин тенкĕ уйăрнă, ыттине ял тăрăхĕн бюджетĕнчен уйăрнă тата ял çыннисем хăйсем тата вырăнти предприяти-организацисем пухнă. Апла пулсан юнкăсен малашне спортри çитĕнĕвĕсем те сумлăрах пуласса шанас килет.
Сăн ÿкерчĕкре: пĕрремĕш шайба - хапхара.
В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Февраль 2023 |