ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Сĕт пуçтарассипе тимлет

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 422

ХрисанфовУМСĂМАХ. Муркаш райповĕ - халăхран сĕт пуçтарассипе районта чи çаврăнăçуллă ĕçлекенсенчен пĕри. Кăçалхи 8 уйăхра 77 ялтан  3037 пин тонна сĕт пуçтарнă. Çакăнта сĕт пуçтаракан 55 çынпа 9 водитель тата сĕт пахалăхне тĕрĕслекен 4 лаборант куллен ĕçре. Вĕсем ĕне усраса килти хушма хуçалăхран тĕкĕ илес шутпа сĕт паракан 1820 çынна çак вăхăтра пĕтĕмпе 52 миллион та 380 пин тенкĕ ĕçлесе илме пулăшнă. Райпо сĕт пуçтарассипе 20 çула яхăн ĕçлет пулсан, ял çыннисене мĕн чуль пулăшу панине те ăнланма пулать. 

Ялта пурăнакан хăйĕн пурнăçне выльăх усрамасăр, килти хушма хуçалăхран пайта илмесĕр курмасть те. Кунта килте туса илнĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса сĕт уйрăм вырăн йышăнать.  Шăпах çакăн пирки пулчĕ те пирĕн ку хутĕнчи паллашу-калаçу.

Турай ял тăрăхĕнчи Кĕçĕн Чурашра пурăнакан Вячеслав Хрисанфов (сăн ÿкерчĕкре) Муркаш райповĕнче 2013 çултанпа ĕçлет. Пĕрремĕш кунран майлах вăл халăхран сĕт пухас ĕçре тимлет.

- Хамăр килти хушма хуçалăхра та ĕне тытса унран тупăш илессипе тăрăшатпăр та çынсем ку енпе тимленине çывăха хурса йышăнатăп. Пĕр витре сĕт хыçĕнче мĕн чухлĕ ĕç тăнине лайăх пĕлнĕрен сĕт паракансемпе те яланах кăмăллă пулассине хамăн ĕç йĕркинче тытатăп, - терĕ Вячеслав Юрьевич хăйĕн тĕлĕшпе ял çыннисенчен райпона ырă сăмахсем çеç çитнин вăрттăнлăхне ăнлантарса.

Кĕçĕн Чураш каччи кашни кун ирлесе палăртнă вăхăта Турай ял тăрăхĕнчи 10 яла тата Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Шарпаша çитет. Хăйне çирĕплетсе панă автомашинăпа ялсенчен тăтăшах 3 тонна е ытларах та сĕт пуçтарса тухать. Сĕт укçине те уйăхне 3 хутчен ял çыннисене çитерсе парать.

Шаннă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлаканскер сĕт нумай сутакансене те ятран астăвать. Акă Уйкас Турайри В. Ивановăн килти хушма хуçалăхĕнче сумалли 5 ĕне тытаççĕ. Кĕçĕн Чурашра та Ф. Антоновăпа Р. Алексеева тата В. Федорова 3-шер ĕне усраççĕ. Килти хушма хуçалăхра 2-шер ĕне тытакансем вара ялсенче чылай иккен. Вĕсем ĕнисене лайăх пăхнăран талăкри сăвăмĕ те ĕне пуçне 20-шер килограмм ытла.

- Ялта пурăнаканшăн килти хушма хуçалăхра укçа тумалли çул-йĕр сĕт пулнине шута илсе Надежда мăшăрăмпа тата Анастасия хĕрĕмпе хамăрăн килти хушма хуçалăхра та сумалли ĕнесен йышне ÿстерес тĕллевпе пурăнатпăр, - терĕ водитель. 

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости