Çĕр улми: пĕлни, пĕлменни

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 386

S-serediny-mesyaca-mozhno-pristupat-k-sboru-urozhaya-kartofelya-1024x768"Çĕр улми çиместĕп те начарлантăм", - тенине эпир сĕтел хушшинче пĕрре мар илтнĕ. Ăна майлă пулакансем те сахал мар. Тĕрĕссипе вара... Çĕр улмин 200 грамĕнче пирĕн шăмăсене тата сыпăсене кирлĕ калин, микроэлементăн талăкри виçин çурри пур. Çакна шута илсе çĕр улми пирки тĕплĕнрех хамăрăн вулакансене Анна Ивашкевич диетолога тата нутрициолога ăнлантарса пама ыйтрăмăр. Халĕ ăна сăмах.

- Кунта кĕскен хурав пама çук. Нумай çын çĕр улмине хăрушă çимĕç вырăннех хурать. Вĕсен ăнлавĕпе çĕр улмине чирлĕ вар-хырăмлă çынсен, начарланас текенсен рационтан тĕппипех кăлармалла иккен. Тĕрĕссипе вара çакă пĕтĕмпех нимĕнпе те çирĕплетмен халап кăна.

Малтанах "иккĕмĕш çăкăрăн" хими составне тишкерер-ха. 100 грамм çĕр улмире - 73 калори. Вăл шутра 1,9 грамм - белок, 0,1 грамм - çу, 16,6 грамм углевод тÿпи. Çĕр улми 76 процента яхăн шывран, 18 процент крахмалтан, 0,5 - 1 процент сахăртан, 2 процент белокран, 1 процент минераллă тăварсенчен тата В, С, К, Е ушкăнсен витаминĕсенчен тăрать.

Управа хунă çĕр улмире вăхăт иртнĕ май крахмал виçи сахалланать та сахăр виçи 2 - 8 процента çити ÿсме пултарать. Çĕр улмири сахăр глюкозăра, фруктозăра тата сахарозăра упранать.

Çĕр улми минераллă япаласен çăл куçĕ пулнипе палăрса тăрать. Çапла вара çĕр улмире усăлли нимĕн те çук тени тĕрĕс мар пулса тухать. Ăна епле пĕçерни те çимĕçĕн усăллă енĕсене упраса хăварассипе çыхăннă. Хуппине вистемесĕр пĕçернĕ çĕр улмире усăллă япаласем ытларах упранса юлаççĕ.

200 - 300 грамм çĕр улми порцийĕ сирĕн организма С витаминăн талăкри виçине, калин çур виçине, фосфорпа тимĕрĕн вуннăмĕш пайне пама пултарать. Çапла вара кĕрпеллĕ çимĕç вырăнне эрнере 1 - 2 хутчен çĕр улми çини сирĕн организмшăн пур енчен те усăллă çеç пулĕ.

Çĕр улми вар-хырăмшăн йывăр çимĕç тени çинче уйрăммăн чарăнса тăрам-ха.

"Иккĕмĕш çăкăр" вар-хырăмшăн хăрушă мар клетчаткăпа пуян. Вăл язвăпа, гастритпа тата ытти вар-хырăм чирĕпе аптăракансемшĕн усăллă. Врачсем асăрхаттарнă тăрăх, сахăр диабечĕпе тата кĕлеткен ытлашши виçипе  аптăракансен çеç çĕр улмипе асăрхануллăрах пулмалла.

Çĕр улмине шаритлеме юрамасть тени пирки те каласа хăварам. Тĕрĕссипе ку чăнах та çапла: шаритленĕ кирек епле çимĕç те пирĕн организмшăн усăллă мар. Шаритленĕ вăхăтра продукт хăйĕн паха енĕсене - витаминсемпе минералсене - çухатать. Енчен те сирĕн сайра хутра та пулин шаритленĕ çĕр улми çиес килсен, чăмăрла е чĕркемре пĕçернĕ çĕр улми çисе пăхăр.

Шаритленĕ çĕр улмине çиме уйрăм йĕркене пăхăнмалла. Малтан ăна  40 - 50 минут шывра тытăр. Хыççăн тип çупа шаритлĕр. Манса ан кайăр, шаритленĕ вăхăтра çăвăн 70 процентне çĕр улми туртса илет. Апла пулсан унăн калориллĕхĕ те ÿсет. Сăмах май каласан, 100 миллилитр тип çăвăн калориллĕхĕ 900 ккал яхăн.

Çÿлерех каланисене кашни вулакан хăй пĕтĕмлеттĕр. Апат-çимĕçре çĕр улми нумайрах е сахалрах кирлĕ - ку унăн ирĕкĕ. Анчах асăрханулăха пурпĕрех çухатмалла мар тесе шутлатăп.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости