Йывăрлăхсенче алă усман çемье

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 402

Иванова Ольга Геннадьевна"Ялта ĕç çук, çамрăксен ĕç шыраса ăçта каймалла, камран пулăшу кĕтмелле, епле укçа ĕçлесе илмелле, ыранхи куна мĕнле пăхса пурăнмалла", - текенсем çамрăксем эрех тыткăнне лекнишĕн тиркесе пуплеççĕ, асăннă ыйтусем çине хурав шыраççĕ. Кун пек ÿкерчĕксене ялсене тухсан  час-часах тĕл пулатпăр. Çак сăмахсене кашнинчех çав е кÿршĕ ялти ĕçе чунĕпе  парăннă çынсен тĕслĕхĕпе ăнланмалла хурав пама пулать тесе шутлатăп. Халĕ çав хуравсенчен пĕринпе паллашăр.

Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре куракан Ольга Иванова Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Тивĕш ялĕнче пурăнать. Малашлăха çирĕп пăхаканскер, тăватă ачана пурнăç çулĕ çине тăратассипе тăрăшать. Çакна тивĕçлипе пурнăçлама вара президент администрацийĕнче ĕçлени те, пысăк банкра вăй хуни те кирлĕ мар иккен. Пурнăçа юратни, çынсене хисеплени, ĕçлемесĕр пурăнманни чи пĕлтерĕшли кунта. Ольга Геннадьевна манпа пуçарнă калаçура та çакна пытармарĕ.

- Нумайăшĕ паян ĕç çуккипе сăлтавласа алла черкке тытать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем панкрута тухнине ял çынни çĕмрĕк валашка умĕнче тăрса юлнипе танлаштарать. Анчах çакăн пек калакансем лару-тăрăва улăштарас тесе пĕрре те хыпкаланманни чуна ыраттарать. Йĕри-таврара мĕн чухлĕ çĕр çум айĕнче хуçасăр выртать. Çав вăхăтрах ял хуçалăх продукцийĕ - сĕт тата аш-пăш - ыйтакан  сахал мар. Апла пулсан кирлĕ укçана инçе каймасăрах алă айĕнчи мелсемпех ĕçлесе илмелле, - ăнлантаруллă калаçать килти хушма хуçалăха аталантарассипе пĕрремĕш çул мар тĕллевлĕ тăрăшса вăй хуракан хĕрарăм.

Кунта вара пурнăçра хăй вырăнне тупнă О. Иванова тытса пыракан килти хушма хуçалăха сăнлар. 22 тата 17 çулти ывăлĕсемпе кĕçĕнрех икĕ хĕрĕ пулăшнипе вĕсем пĕр гектар çĕрпе тухăçлă усă кураççĕ. Рынок хутшăнăвĕсенчи лару-тăрăва тĕрĕс хак парса вăхăтра тунă йышăнусем кунта - тĕп вырăнта. Йывăрлăхсем умĕнче алă усман çемье килти хушма хуçалăхра карта тулли выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк тытать, вĕсенчен укçа ĕçлесе илме май пуррине хăйĕн кулленхи ĕçĕпе çирĕплетет. Çапла вара паян сарай-витере 4 ĕнепе 4 вăкăр, сурăхсем, кăрккаксем, хурсемпе чăх-чĕп хĕл каçаççĕ. Сĕтел пахча çимĕçпе тата аш-какайпа пуян пулсан, куллен 50-шар литр сĕт патшалăха сутни çемье бюджетне пуянлатса çеç пырать.

Тăкакĕ пĕчĕк мар ĕнтĕ, анчах ĕçлесен тупăшĕ те пулать. Çакна ачисене ăнлантарнă май амăшĕ вĕсене ачалăхран та уйăрмасть: ĕçленĕ хушăрах вăйă-кулăран та катара тăмаççĕ ача-пăча.

Çакна куртăм та хама анне ачашласа ачалăха тавăрни  асăма килчĕ, ырă туйăмсем çуратрĕ. Тивĕшри Ивановсемшĕн те вăл ĕмĕрĕпех çапла пуласса ĕненетĕп, шанатăп.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости