ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Çÿллĕ çитĕнмен улмуççи

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 402

Улма-çырла йывăççисем лартмалли тапхăр иртсе кайман-ха. Çавна шута илсе эпĕ паян хаçат вулакансене улмуççисемпе грушăсенчен еплерех мелсемпе усă курса иртерех çимĕçсем илме май пуррине çырса кăтартас тетĕп. Тепĕр çынсен улмуççийĕсем çимĕç париччен 10 - 15 çул çитĕнеççĕ. Манăн садра вара вĕсем 5 - 6 çултанах пан улми е груша тума пуçлаççĕ. Сăмахран, çак сăн ÿкерчĕк çинчи улмуççирен эпĕ тăватă пысăк ещĕк пан улми татса упрама хутăм. Пĕр енчен - йывăççи çÿллĕ мартан татма та лайăх, йывăççи те ятарласа пĕчĕк ÿсекен сортли мар. Вăл - хамăр патăмăрти пан улми вăрринчен шăтса тухнăскер, вăхăт иртсен сыпнăскер - 5 - 6 çултан питĕ нумай çимĕç пачĕ. Мĕн турăм-ха эпĕ; Мĕнле вăрттăнлăхпа усă куртăм;

Ял çыннин выльăх-чĕрлĕх тытассипе тата чăх-чĕп усрассипе пысăк опыт пур тейĕпĕр. Анчах пахча çимĕç туса илессипе тата сад ĕрчетессипе çакна çирĕплетсе калаймăн. Кăсăклансарах ĕçлесен, улма-çырла йывăççисем çине те хăвăн ачусене пăхнă пек пăхсан, кунта та çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелли тата тухăçа ÿстермелли мелсене ансат мелпех алла илмелли пур иккен. Çакăнта хаçат вулакансене хамăн ĕç опычĕпе паллаштарни те усăллă пуласса шанатăп.

Хамăн пахчара эпĕ улмуççисемпе грушăсене  пĕчĕк хунав чухнех ятарлă хачăпа касса йĕркелештерсе çитĕнтерме пуçлатăп та вĕсене яланхи вырăна çĕр шăнтса лартиччен куçарса лартатăп. Кун пирки эпĕ иртнинче çырнăччĕ. Питĕ вăйлă шăварса çеç лартмалла. Хам тĕслĕхпе кĕркунне тислĕксĕрех лартма сĕнетĕп. Тислĕкне вара çуркунне пĕр тĕм патне икĕ витре таранах хурса пусмалла. Пуснă чух çĕре пысăк муклашкаллă туса çавăрса хумастăп, йăран çинчи пек вĕтетсе хăваратăп та çиеле кивĕ çулçă, вак утă-улăм (мульча) хулăн сарса лартатăп. Кун пек чухне ун айĕнче нÿрĕк çăвĕпех çителĕклĕ тăрать, курăк та шăтса хăпармасть. Çав вăхăтрах çулла вĕсене ăшă шывпа час-часах шăварма тăрăшатăп. Шывне ятарласа ăшăтмастăп ĕнтĕ: пахча вĕçĕнче чи çÿллĕ вырăнта 25 кубла метр шыв цистерни ларать. Унта çăлти шыва тултаратăп та хĕвел питтинче вăл часах ăшăнать. Вара унпа пахча çимĕçпе улма-çырла йывăççисене шăварма усă куратăп.

Улмуççисемпе грушăсен çамрăк хунавĕсем тавра çĕре пĕрремĕш çулхине пуснă хыççăн тек тĕкĕнместĕп. Йывăçсем айне пĕчĕк тислĕк куписем туса хуратăп, вĕсене те вак улăмпа е кивĕ çулçăпа витетĕп. Çуллахи кунсенче йывăçсене шăварнă чухне вĕсем те шăварăнаççĕ. Йывăçсем çитĕннĕ май тислĕк куписен хисепĕ те ÿсет. Вĕсене вара йывăç вуллинчен айккинерех туса пыратăп, мĕншĕн тесен тымарсем пур еннелле те сарăлаççĕ-çке.

Килти хуçалăхра вут чĕртнĕ хыççăн вучахра час-часах пăтасемпе кансерва банкисем тĕл пулаççĕ. Вĕсене нихăшне те аякка кăларса тăкмастăп. Пуçтарса илсе улмуççисем тавра çĕре чавса чиксе çÿретĕп. Вырăн-вырăн кĕлне те пĕршер алă ывăçĕ чухлĕ чавса хуратăп. Килти çÿп-çапа час-часах кăмакара çунтарнăран - кунашкал удобрени яланах алă айĕнче. Çунтарнă тимĕр вара часах тутăхса çĕрсе каять, улмуççишĕн витамина çаврăнать. Ĕçе çапла йĕркелесе пырса пан улми кăçал питĕ йышлă пулчĕ. Пĕчĕк улмуççисем те çимĕçпе йăтаймиех ларчĕç.

Хамăн тепĕр ĕç опычĕпе те паллаштарам. Улмуççисемпе грушăсене эпĕ çуркунне - çу уйăхĕнче - ятарласа пăвса лартатăп. "Плодовый пояс" теççĕ вырăссем ку меслете. Резина камерăсене ятарласа лента пек касатăп та вулăсем çине чĕркесе çиелтен пăралукпа явса хыттăн туртăнтарса лартатăп. Кĕркунне салтса яратăп та тепĕр çуркунне татах чĕркетĕп, анчах тепĕр вырăна. Çакăн пек меслет улмуççисем çинче çитес çул  чечек папкисене çитĕнме пулăшать. Вара çамрăк улмуççисем те ирех çимĕç тума пуçлаççĕ. Вĕсене маларах каланă пек апатлантарса-шăварса тăрсан нимĕнле ятарлă пĕчĕк улмуççи те кирлĕ мар. Ăнлантăр пулĕ, пĕчĕк çитĕнекенни те пысăк тимлĕх ыйтать. Пирĕн патăмăрти улмуççисен чи паха енĕ вăл - сивĕ хĕлсенче шăнса пĕтменни.

Халĕ климат ăшăтсах пырать теççĕ. Хăшĕсем малашне пахчара банансем те çитĕнтерес ĕмĕтлĕ. Ку маншăн юмах пек çеç туйăнать. Манăн, сăмахран, пирĕн тăрăхра ÿсмелли 6 çул çитĕннĕ абрикоссем те пĕлтĕр шăнса кайрĕç. Юнашарах слива куçа савăнтарса сип-симĕсех ларчĕ. Хĕрлĕрех кăвак тĕслĕ çимĕçĕсем те çаврака та шултра пулчĕç. Ăна пăхса тăтăм та çапла шутларăм: "Сыпса тултаратăп та çакăн пек çирĕпписене, çырлаллисене - ачашшисемпе аппаланмастăп та".

Иртнĕ çуркунне хамăн ĕçсемпе Москакассинче пулнăччĕ. Пĕрисем 7 - 8 çулхи улмуççи шăнса кайнин сăлтавĕпе кăсăкланчĕç. Пăхрăм та чир паллисем çук, анчах вăл пирĕн патăмăрти сивве чăтайман. Çавăнпа та манăн хамăрăн ентешсене хамăр тăрăхра çитĕнекен улма-çырла йывăççисене ытларах лартма сĕнес килет. Вĕсем пирĕн климата хăнăхнă, технологие пăхăнса ÿстерсен вара çимĕçне те тулăх параççĕ.

А. СМЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости