Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ:«Педагогсемпе наставниксем - Муркаш çĕрĕн мухтав

Набор по контракту

Набор по контракту

Россия — страна достижений

Ĕçĕпе илемлĕ

Категория: Потребителю Опубликовано: 27.11.2017, 15:24 Просмотров: 2980

Пайкова Е Н КарамалькасыВаттисем ĕç çынна илем кÿрет тесе вĕрентнине ачаран пĕлетпĕр. Çак чăнлăх çинче хамăр аталанатпăр, ачасемпе мăнуксене вĕрентсе ÿстеретпĕр. Ку сăмахсене ĕçчен çынсен пурнăçĕпе танлаштарса пăхатăн та вăл питех те тĕрĕсси курăнать.

Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир Катькас ял тăрăхĕнчи  Карамалькасси ялĕнче пурăнакан Елена Пайковăна куратăр. Елена Никифоровна хăйĕн пурнăçне сывлăх сыхлавĕпе çыхăнтарнине  пăхмасăрах (Вăл - Шупашкарти онкологи диспансерĕн медицина сестри) мăшăрĕпе килти хушма хуçалăха аталантарассинчен те пăрăнса тăмасть.

- Ялта çуралса ÿснĕ вĕт-ха эпир. Çĕр ĕçне атте-анне пулăшнипе ачаллах алла илнĕ, вĕсенчен вĕренсе пынă. Аннепе шăкăл-шăкăл калаçса пахчара йăран туни, тĕрлĕ çимĕç акни-лартни, кĕр çитсен вăхăтра пуçтарса кĕртме тăрăшни, пысăк тухăçшăн чун хĕпĕртени халĕ те асра. Паян хамăрăн ĕç опытне хĕрĕмсене паратпăр, - кăмăллăн калаçрĕ Муркаш пасарне мăшăрĕпе Андрей Федоровичпа купăста сутма тухнă хĕрарăм.

Дежурство хыççăн ĕçрен тухсан Елена Никифоровна ялти вуншар-çĕршер хĕрарăм пекех улма-çырла садĕнче, пахчара ытлă-çитлĕ çимĕç  туса илессишĕн тăрăшать. Килти ĕçре вăл мăшăрĕпе, ял çыннисемпе пĕр сăмах тупма пĕлнипе, йывăрлăхсене тарăна ямасăр сирме пултарнипе палăрса тăрать.

 Çĕр хăйĕнпе ĕçлекене тăрантарнине-тумлантарнине ачаранах ăша хывнă вăл. Çавăнпа качча кайсан та килти хушма хуçалăха аталантарассишĕн, кунти ĕçпе хĕрĕсене ĕç воспитанийĕ парассишĕн тăрăшнă. Мăшăрĕ те, май çитнĕ чухлĕ хĕрĕсем те пулăшнăран килти хушма хуçалăхри ĕçре вăл хăйне самантлăха та пĕччен туймасть: 9 - 10 килограмм таякан купăста пуçĕ алла çăмăллăн кĕмест çав.

Харпăрлăхра пĕтĕмпе 2,5 гектар çĕр тытакан Андрейпа Елена кăçал 30-шар сотка купăстапа çĕр улми, 40 сотка кишĕр, кăшман, сухан, ыхра т. ыт. те туса илнĕ. Икĕ вăкăр хĕл каçармалăх утă янтăлама та 1,5 гектар çĕрпе тулли усă курнă. Харпăрлăхри çĕр тĕллевлĕ усă курсан  Пайковсем тупăш панине хăйсен ĕç тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ. Вăй хурсан тупăш илме май пурри  малашне татах та тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарать. 

Юратнă ĕçе канупа танлаштараççĕ тейĕн Пайковсем пирки. Чунпа парăннă ĕçре ирттернĕ кашни кун вара - хăй уйрăм пурнăç, уйрăм пуянлăх, уйрăм истори. Нихăçан та урăх çынсен пулăшăвĕ çине шанман Елена - сивĕ-и е ăшă, çумăр çăвать-и е çил тăман вĕçтерет - паянхи ĕçе ырана хăвармасăр пурнăçлама тăрăшать. Пахча çимĕçĕн кĕрхи тухăçĕ вара - тăрăшулăхăн хавхалантарăвĕ.

Çакăн пек ĕçченсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ ял пурнăçĕ. Вĕсем тăрăшни сая каймастех. Çемьен, хуçалăхăн, районăн, Чăваш Енĕн экономика тĕрекĕ кашни ĕçчен хăйĕн ĕçне ответлăха туйса пурнăçланинчен пуçланнине тепĕр хут ăнланса уйрăлтăм эпĕ икĕ ача амăшĕнчен Елена Никифоровнăран.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости