ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

"Качакасемпе сурăхсене епле чармалла?"

Категория: Общество Просмотров: 310

IMG 5986Çак ятпа район хаçачĕн сентябрĕн 6-мĕшĕнчи номерĕнче корреспонденци пичетленнĕччĕ. Сăмах унта Муркаш ялĕнче ял урамĕсем тăрăх ирĕклĕн çÿрекен сурăхсемпе качакасем йышланса кайни пирки пыратчĕ.

Хыççăнах Катькас ял тăрăхĕнчи Кораккасси ялĕнче пурăнакан хĕрарăмран шăнкăрав пулчĕ. Вĕсем патĕнче те çавăн пек ÿкерчĕк иккен. Хăйĕн пахча çĕр участокĕн пĕр пайĕ уйра пулни пирки калать. Участок йĕри-тавра хÿме тытни те пулăшмасть иккен. Тăватă ураллисем ăçтан та пулсан вырăн тупса шала кĕме май тупаççех. Акă 15 пуç таран купăстана кăшласа пĕтернĕ. Хуçасăр выльăхсем каю курăкне те таптаса çисе пĕтерни пирки калать. Тĕрĕссипе сурăх-качаки хуçасăр мар ĕнтĕ. Хĕрарăм вĕсен хуçисем кам пулнине те пĕлни пирки каларĕ. Анчах та вĕсене каланинчен усси çук иккен. Хăлхана чикме те шухăшламаççĕ.

"Пĕреххут кун пек выльăхсене ма хуçасăр йытăсем тытса çурмаççĕ-ши; - тет тарăхăвне пытараймасăр хĕрарăм. - Пĕрерĕн-пĕрерĕн лартса, шăварса, çумласа-кăпкалатса çитĕнтеретĕн те, кĕрхи кун çитсен нимсĕр юлас пулать. Куçăн кулниех вĕт-ха;" Выльăхсене йытăсем çурса тăкни те ыйтăва татса пани мар пулĕ. Кун пек пулсан йытă хуçисен явап тытма тивĕ. Тĕрĕссипе вара йыттисен те, сурăхĕсемпе качакисен те хуçисем пурах. Вĕсенчен çирĕпрех ыйтас пулать те.

Ку ыйтупа вăл ял тăрăхĕн администрацине çитсе пăхман-ши тесе те интереслентĕм. Ара, вырăнти ыйтусене татса парассипе ытларах шăпах вĕсен тимлемелле вĕт-ха.

Эпĕ ăнланнă тăрăх, ял тăрăхĕн администрацине кайнинчен те усси пулман пулмалла. Çавăнпа та манăн ăна право сыхлав органĕсене, суда е район администрацийĕн административлă комиссине кайса пăхма сĕнмелли кăна юлчĕ. Кунпа пĕрлех выльăхсем чăннипех те ирĕклĕн çÿренине çирĕплетекенсем пулсан лайăх пулни пирки каларăм. Кунпа пĕрлех сурăхсемпе качакасене ирĕклĕн çÿренине фотоаппаратпа е телефон камерипе ÿкерсе илме сĕнтĕм. Кунсăр пуçне кÿнĕ тăкака шыраса илме унăн калăпăшне палăртма иск хатĕрлеме тивесси пирки каларăм. Мĕншĕн тесен "хуçасăр" сурăх-качакан пуçтах хуçисене явап тыттарма шăпах çапла тума тивесси пирки каланăччĕ юристсем.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен вара çапла ыйтас килет: выльăхсене килте тытса усрассипе тен чăннипех те йĕрке тума вăхăт; Саккунĕсем пур, йĕрки пулмаллах. Тата мĕн кирлĕ; Мĕншĕн тесен Катькас тата Муркаш ял тăрăхĕсенче кăна мар, районти ытти ял тăрăхĕнче те ку тĕлĕшпе лару-тăру пĕр евĕрлĕрех.

Тăрăшсан вара йĕркине тума май пур вĕт-ха; Акă, эпĕ астăвасса, иртнĕ çулсенче Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи ялсенче сурăхсене кĕтсе çÿреме ятарласа уйрăм касу йĕркелетчĕç. Çынсем хăйсен ĕнисене кăна мар, сурăх-качакисене те черетпе улăх-çаранта кĕтсе çÿретчĕç.

Йÿçкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Анатолий Кузьминпа çыхăнса пăхнă май çавна пĕлме май килчĕ. Халĕ кунта та çак ырă ĕç йăларан тухса пырать пулмалла. Кун пек "хуçасăр" сурăх-качака уйрăмах Вăрманкасси ялĕнче пулни пирки каларĕ. Ытти ялсенче вара ытларах çĕрте сурăхсемпе качакасене ĕнесен касăвĕсемпе пĕрле кĕтсе çÿрессине йĕркеленĕ. Мĕнех, капла та май пур. Пĕлтерĕшли майĕ мар, выльăхсем хăйсем тĕллĕн ирĕклĕн çÿременни, ют пахчасене кĕрсе çынсене тарăхтарманни, пĕр-пĕринпе хирĕçтерменни. Тĕрĕссипе районти ытти ялта та çапла тума май пур вĕт-ха. Чи малтанах çак ĕçе йĕркелеме ял старостисене явăçтармалла пулĕ. Вырăнти депутатсемшĕн те çакă "ытлашши ĕç" пулас çук. "Халăх тарçисене" ял çыннисен ыйтăвне татса пама хутшăннăшăн темех пулмасть пулĕ. Пĕрле пухăнса ял çыннисемпе канашласа пĕр чĕлхе тупма май çуках-ши вара;

Сăн ÿкерчĕкре: Çатракасси ялĕнче те урам хушшинче сурăхсем - хăйсем "хуçа".

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости