Муркаш ялĕнче пурăнакан çын район центрĕнче ирĕклĕн чупса çÿрекен хуçасăр йытăсем йышланса кайни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕччĕ. Вăл каласа панă тăрăх, ирхине шкула утакан ачасем те сахал мар. Хуçасăр йытăсем вара уйрăмах вĕсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ.
Йытăсене ирĕклĕн чупса çÿреме чарассин ыйтăвĕпе Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Андрей Мясниковпа тĕл пулма тиврĕ. Муркаш ялĕнче пурăнакана паян ял тăрăх администрацийĕнчен ярса панă официаллă хуравпа паллаштарасшăн:
«Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса федерацин 2018 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнчи 498-ФЗ номерлĕ «Об ответственном обращении с животными и о внесении изменений в отдельные законодательные акты Российской Федерации» Саккунĕ вăя кĕчĕ.
Саккунра палăртнă тăрăх, выльăх-чĕрлĕх, чĕрчунсем тĕлĕшпе те çынлăх туйăмĕ пулма тивĕç. Вĕсен те туйăм пур, вĕсем те асапланма пултараççĕ. Халĕ хуçасăр чĕрчунсене унчченхи пек вĕлерме ирĕк çук. Вĕсене сиен кÿмесĕр тытмалла, ятарлă пункта вырнаçтармалла, унта тăрантарса усрамалла, чирлĕ пулсан сиплемелле, стерилизацилемелле, май пулнипе вара лайăх хуçа аллине пама тăрăшмалла. Паллă ĕнтĕ, çакă вăл чи малтанах хуçасăр йытăсемпе кушаксене пырса тивет.
Саккун положенийĕсем халех ĕнтĕ кушаксене, йытăсене тата ытти чĕрчуна вĕлерме чараççĕ. Çакна уголовлă кодекспа та палăртнă. Чĕрчунсене асап кÿнĕшĕн айăплав пăхса хунă.
Хуçасăр йытăсене тытма Муркаш ял тăрăхĕн администрацийĕ «Моргаушское» пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕпе килĕшÿ тунă. Граждансенчен ял тăрăхĕн администрацине ыйтупа пыракансем пулсан, администраци хуçасăр чĕрчунсене тытассине йĕркелеме заказ-наряд ярса парать.
Кунпа пĕрлех çавна та пĕлтеретпĕр. 2019 çулта хуçасăр 45 йытта тытма 12 заказ-наряд ярса панă. Муркаш ял тăрăхĕн администрацийĕ хуçасăр чĕрчунсене тытма 2020 çулта та заявкăсем йышăнать».
Комментари шучĕпе кĕскен çавна кăна каласа хăварасшăн. Пурте куратпăр-пĕлетпĕр, чупса çÿрекен кăкарман йытăсем кашни ялта тенĕ пекех пур. Çитменнине вĕсем пĕри те хуçасăр мар, пĕри те вăрманта пурăнаканскер мар. Пурин те ялта хуçи пур.
Паллах, ирĕкри чĕрчуна вĕлерни те тĕрĕсех мар пулĕ. Анчах та манар мар, тепĕр чухне вĕсем çынсен сывлăхĕшĕн те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ вĕт-ха. «Хуçасăр йытăсем унта çынна тапăннă, тепĕр çĕрте ватă çынна кăшласа янă» тенине телевизорпа та илтме-курма пулать. Апла пулсан чи малтанах хăйсен йыттине кăкарман çынсенчен çирĕпрех ыйтма пуçăнмалла пулĕ.
Тен ял тăрăхĕсенче килĕрен камăн йытă пуррине çирĕп шута илсе тухмалла? Тĕрĕслевсем ирттермелле? Хăйсен йыттисене сăнчăрта тытса усраманнисене штрафлама пуçăнмалла? Унсăрăн, хăрушă инкек килсе тухсан, хăрушсăрлăха тивĕçтерме кирлĕ мера йышăнман тесе ял тăрăхĕн пуçлăхĕнех явап тытма тивмĕ-и-ха? Çитменнине ялта камăн йытти ирĕкре çÿренине кÿрши пĕлменнине ĕненес килмест. Апла пулсан курнине курмăш пулмалла мар кăна.
«Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» телефонĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.
Март 2023 |