Январь уйăхĕнче редакцире Муркаш ялĕнче пурăнакан хĕрарăм пулнăччĕ. Ун чухне вăл хăй 74 çулта пулни пирки асăнчĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче пулнă хыççăн редакцие кĕнĕ иккен. Вăл каласа панă тăрăх, хальхи вăхăтра Раççей шайĕнчи «Ĕç ветеранĕ» ят илнисем валли нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха юсама взнос тÿлессипе çăмăллăх мелĕсем пăхса хунă. 70 çул тултарнисене тÿленĕ взноссен 50 процентне, 80 çул тултарнисене 100 проценчĕпех компенсаци парса саплаштараççĕ. Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем валли кун пек çăмăллăх мĕншĕн çук-ши тесе интересленет.
Социаллă хÿтлĕх пайĕнче хĕрарăма ăнлантарса панă тăрăх, кун пек çăмăллăхпа Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕсене кăна тивĕçтереççĕ иккен. Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн взнос тÿленишĕн компенсаципе тивĕçтерни вĕсене уйăхсерен тÿлесе тăракан 1100 тенкĕ шутне кĕрет. «Социаллă хÿтлĕх пайĕнче мана тĕрĕсех ăнлантарса пачĕç-ши?» – ыйтать хĕрарăм.
Ун чухне çийĕнчех Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕпе Валентина Аникинăпа çыхăнса пăхрăм. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче тĕрĕсех хуравланă иккен. 70 тата 80 çул тултарнă Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем валли капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн взнос тÿлессипе ятарлă çăмăллăх мелне пăхса хуман. Республика саккунне улшăну кĕртмесĕр те ку енĕпе йĕрке çавăн пекех юласси пирки каларĕ ун чухне Валентина Алексеевна. Редакцие килнĕ хĕрарăма та социаллă хÿтлĕх пайĕнче тĕрĕсех хуравлани пирки пĕлтермелли кăна юлчĕ.
Паян вара ун чухне редакцие килнĕ хĕрарăма та, унпа пĕрлех Чăваш Республикин аслă ÿсĕмри ытти ветеранне те ырă хыпар пĕлтерме май пур.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Чăваш Республикин «О внесении изменения в статью 5 Закона Чувашской Республики «О ветеранах труда Чувашской Республики» Саккуна алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн малашне «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнисем нумай хваттерлĕ çуртри пĕрлехи пурлăха капиталлă юсама взнос тÿлессипе çăмăллăха тивĕçейреççĕ. Хваттер харпăрçи 70 çул тултарнă пулсан тÿленĕ взноссен 50 процентне, 80 çул тултарнă пулсан – 100 проценчĕпех компенсаци тÿлесе саплаштарма тытăнĕç. Унччен вара «Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем çинчен» Саккунпа граждансем хăйсем суйласа илнипе пулăшăвăн пĕр мелне кăна суйласа илме пултарнă: уйăхсеренхи укçа тÿлевне (уйăхне 1100 тенкĕ) е укçа компенсацине.
Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, капиталлă юсавшăн взнос тÿлеме каякан расхутсене саплаштарма республикипе компенсацие Чăваш Республикин 4,6 пин ĕç ветеранĕ тивĕçме пултарĕ.
«Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» телефонĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.
Март 2023 |