Автомашина водителĕсен куллен тенĕ пекех хăйсен автомашини тĕлĕшпе тĕрлĕ ыйту сахал мар тухса тăрать, вĕсене татса пама тивет. Опытлăраххисен сĕнĕвĕсем хăшĕсемшĕн усăллă пулĕç.
1. Резина коврик айĕнче шыв пухăннă май, автомашина тĕпĕ тутăхса çĕрме тытăнать. Опытлăраххисем коврик айне пластмасс решетке, кухньăра раковинăна хураканни йышшине, хурма сĕнеççĕ. Çакă пухăнакан нÿрĕке хăвăртрах типме май парĕ.
2. Хĕлле автомашина двигательне хускатма йывăртарах. Автомашинăна çĕр каçма лартнă чухне вĕри двигателе кивĕ пледпа е утиялпа хуплăр. Аккумулятора поролонпа ăшă тытмалла тума май пур. Çавăн пекех хускатиччен двигателе ăшă вĕртмелли приборпа та ăшăтма май пур. Удлинитель кирлĕ пулать. Хăш-пĕр водительсем вĕсене хĕл кунĕсенче яланах пĕрле илсе çÿреççĕ.
3. Автомашина кантăкĕ çинче хĕлле юр шăнса ларса канăçсăрлантарать. Май пур пулсан, автомашинăна стоянкăна умĕпе хĕвел тухăçнелле туса лартма тăрăшăр. Хĕвел пайăркисем кантăка çăмăлраххăн тасатма пулăшĕç.
4. Тепĕр чухне автомашинăн никель пайĕсем тата кантăкĕ çинче çу вараланчăкĕсем тупăнаççĕ. Вĕсене сигарет кĕлĕпе тасатма лайăх. Фланель татăкне шывпа йĕпететпĕр те ун çине сигарет кĕлне хуратпăр. Тасамарлăха унпа сăтăрмалли кăна юлать. Кĕл вырăнне сигарет табакĕпе те усă курма пулать.
5. Хăш чухне автомашина кабининче те апатланма тивет. Кăнтăр апачĕ е каçхи апат ан сивĕнтĕр тесен, ларкăча ăшă ярăр та апат контейнерне ун çине лартăр. Вăл çиме ăшă пулĕ.
6. Кантăк тасатмалли «дворник» тата лайăхрах ĕçлетĕр тесен, шыв бачокне кăштах савăт-сапа çумалли хутăша хушма сĕнеççĕ.
7. Пирус чĕртмелли прикуривательпе усă куртăр пулсан, каялла лартиччен кĕлне тасатма ан манăр. Унсăрăн прикуриватель лартмалли вырăнта кĕл пухăнса каять, прикуриватель йĕркеллĕ ĕçлеме пăрахать.
8. Бензин бакне шыв лекни те пулкалать. Хĕл кунĕнче ку вăл чăннипех те пăтăрмах. Пăр шăнса ларнипе цилиндрсене бензин йĕркеллĕ пыма пăрахать. Хăшĕсем кĕркунне бака изопропил спиртне кăштах хушма сĕнеççĕ. Вăл бензобак тĕпĕнче сарăлать, хăйĕн витĕр бензина çăмăллăнах кăларать. Çав вăхăтрах шывпа та, бензинпа та хутăшмасть.
9. Фарăсен кантăкĕ тĕксĕмленчĕ пулсан, шăл тасатмалли пастăпа тасатма меллĕ.
10. Гаражсем хăшĕн-пĕрин вăрăмах мар. Пуçласа руль умне ларакансенчен хăшĕсем кун пек гаража кĕнĕ чухне дистанцие тĕрĕс палăртаймаççĕ, автомашинăн малти бамперĕпе стенкăна лектереççĕ. Кун пек чухне маччаран резина мечĕк çакса яма пулать. Мечĕкне вара автомашинăна кирлĕ вырăнта чармалла чухне автомашина кантăкне пĕрĕнмелле вырнаçтармалла. Хĕсĕк гаражра автомашина алăкне уçнă чухне алăк çинчи сăрă ан чĕрĕлтĕр тесен, ку тĕле стенка çине поролон çыпăçтарма пулать.
11. Кузов çинче путăк пулса тăма пултарать. Кун пек чухне сире вантуз пулăшма пултарĕ. Çавăн пекех кантăк йăтса каймалли ятарлă присоскăсемпе те усă курма пулать.
12. Каçхине тăтăшах руль умне ларма тивет пулсан, пĕлме тивĕç: хирĕç килекен автомобиль аякра пулсан та, сире пăхма чăрмантарать. Опытлă водительсем кантăк çине икĕ татăк изолента çыпăçтарма сĕнеççĕ. Водитель пуçне кăшт айккинерех пăрсанах хирĕç килекен автомашинăн фарисенчен куçсене пытарма пултаратăр.
13. Пăхăр прокладка е шайба вăхăт иртнĕ май хытса илет, сывлăш кăларма пуçлать. Кун пек чухне ăна çакса ярса газ çулăмĕ çинче хĕртмелле. Сивĕннĕ хыççăн вăл каллех çĕнни пекех çемçе те питĕ пулĕ.
14. Брелок йывăр пулманни лайăхрах. Ун пек чухне автомашина зажиганийĕн çăри часах стройран тухмĕ.
15. Кузов çинчи пĕчĕк чĕрĕксене чĕрне сăрламалли лакпа сĕрме пулать. Лак тĕсĕ автомашина тĕсĕпе пĕр пек пултăр.
16. Опытлă водительсем фарăсем çине хÿтĕлев пластик хупăлчасем тăхăнтартма сĕнмеççĕ. Вĕсем çутăна тĕксĕмлетеççĕ. Ун вырăнне полимер пленкăпа усă курма пулать. Вăл вара фара кантăкне çирĕплетет, çутăна чармасть.
17. Çулла автомашинăна тентпа хуплама кирлĕ мар. Хĕвелрен сыхлас тесе эсир сăрăна сиен кăна тума пултаратăр. Ку вăл «пăс мунчин» эффекчĕпе çыхăннă. Кун йышши косметика процедури хыççăн сăрă вистенме пултарать. Хĕлле автомашинăна брезентпа хупласан та шăннă брезент сăрăна чĕрсе сиенлес хăрушлăх пур.
Март 2023 |