Ырă кăмăллă амăшĕсем! Мĕн чуль çынна пурнăç панă-ши эсир, хăвăр аллăрсемпе мĕн чухлĕ пурнăçа сыхласа хăварнă-ши, ырă сăмахăр-канашăрпа сахал инкеке сирсе янă-ши; Сирĕн йăваш хулпуççийĕрсем çинче мĕн чуль паттăрлăх вырăн тупман пуль! Сăн ÿкерчĕкре куракан хĕрарăмсем - Муркаш енри амăшĕсен пĕр ушкăнĕ. Сулахайран сылтăмалла: Москакассинче пурăнакан 3 ача амăшĕ Надежда Геннадьевна Киршева ("Колокольчик" ача сачĕн воспитателĕ), Çармăçкассинчи Валентина Петровна Михалкина - 4 ача амăшĕ, "Рябинушка" ача садĕнче ĕçлет, Турайри çыхăну уйрăмĕн почтальонки Ольга Евгеньевна Журавлева Тушкассинче паян килти хушма хуçалăх тытса 3 ача малашлăхĕшĕн тăрăшать, Çĕмĕртлĕх Чемейри Венера Гурьевна Семенова 4 ача ÿстернĕ те паян 3 мăнукпа савăнса пурăнать, килти хушма хуçалăха выльăх-чĕрлĕхпе тулли тытса пырать, Сосновка шкулĕнче поварта ĕçлекен Светлана Валентиновна Семенова 5 ача ÿстерессишĕн яваплă пулса тăрать. Ĕçчен амăшĕсем производствăра та, килти хушма хуçалăхра та - ачисемшĕн ялан тĕслĕх. Çавăнпа та иртнĕ кĕçнерникун район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче вĕсене район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Пирĕн хушăмăрта çакăн пек аннесем пурри пурнăçа илемлетет те.
Кăмăллă та ĕçчен амăшĕсемпе хаçатăн 2-4-мĕш страницисенче паллашма пултаратăр.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Май 2023 |