Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Тавçăруллă та ăста пулмалла

Категория: Общество Опубликовано: 10.11.2017, 10:52 Просмотров: 4189

IMG 7077Паян шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Халăхра вара çак уява çăмăллăн та кĕскен Полици кунĕ тесе калаççĕ. Апла пулсан та уявăн пĕлтерĕшĕ чакмасть, мĕншĕн тесен полицейскисем кулленхи ĕçре çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине мала хураççĕ.

Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕ уява мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет-ши?  Уяв умĕн ку ыйтăва пай пуçлăхне Владимир СТЕПАНОВа хуравлама ыйтрăм.

- Владимир Анатольевич, професси уявне Муркаш районĕнчи шалти ĕçсен пайĕ мĕнле кăмăлпа, ĕçри мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет?

- Кирек хăш уява та эпир, полицейскисем, ĕçре кĕтсе илетпĕр, пирĕн кирек хăш кун та ĕçе, заданисене пурнăçлама хатĕр пулмалла.  Шалти ĕçсен органĕсенче вăй хуракансен кунĕ умĕнхи кăмăл-туйăм япăх мар.

Ĕçри кăтартусем те пĕлтĕрхинчен кăшт лайăхрах. Пĕтĕмĕшле илсен преступленисене уçса парасси ÿсрĕ, уйрăмах йывăр преступленисене (çынна вĕлерни, çыннăн сывлăхне йывăр сиен кÿни тата ытти те) пурне те уçса пама пултартăмăр.  Преступленисен шучĕ чакни те палăрать.

- Кăтартусем пĕлтĕрхинчен лайăхрах пулсан кадрсем те çителĕклĕ ĕнтĕ.

- Кадрсем тĕлĕшпе вара шăпах вакансисем пур. Паянхи куна пирĕн штатра 6 сотрудник çитмест: 2 участковăй, патрульпе пост службин сотрудникĕсем 2 çын, вăхăтлăх тытса тăмалли изоляторта ĕçлеме 2 çын.

- Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлес текен кандидатсем çирĕп ала витĕр тухаççĕ апла?

- Ĕçе илмелли требованисем пур, паллах, анчах та вĕсем пирĕн патра ĕçлес кăмăллисене хăратма кирлĕ мар. Акă офицер должноçĕнче ĕçлеме вырнаçас текенсен аслă пĕлÿ илни е юридици енĕпе профессин вăтам пĕлĕвне илни кирлĕ. Унсăр пуçне çирĕп сывлăх пулни, çарта службăра тăни те витĕм кÿрет. Сержант должноçĕнче ĕçлеме вырнаçас текенсен 11 класс вĕренни кирлĕ, сывлăх тĕлĕшпе шалти ĕçсен органĕнче ĕçлеме чару пулмалла мар. Çавăнпа та кăмăл пуррисене кĕтетпĕр.

Тулли штатпа ĕçлесен ĕç хăвăртлăхĕ те, результачĕ те лайăхрах пулмалла, паллах, мĕншĕн тесен сотрудниксем çитменнипе йывăрлăх ытларах лекет. Кун пек лару-тăрура вара çыннăн ĕçлеслĕхĕ те чакать.

- Районти криминоген лару-тăрăвĕнче вара сире ытларах мĕн пăшăрхантарать?

- Ют пурлăха вăрланă фактсем пурри, çав вăхăтрах çынсем хăйсен пурлăхне хÿтĕлесси çине çăмăлттайла пăхни те канăçсăрлантарать. Пĕрисем машинисене питĕрмесĕр хăвараççĕ, теприсем велосипедсене обществăлла вырăнта пăрахса хăвараççĕ. Çавна май преступлени тăвакансене хăйне май çăмăллăх туса параççĕ. Вăрласси вара - пĕтĕмĕшле преступленисен пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлех.

Çавăн пекех çынсем эрех ĕçсе пурăнни, ниçта та ĕçлеменни те çивĕч ыйту пулса тăрать. Мĕншĕн тесен ÿсĕрле шăпах маларах асăннă йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулаççĕ.

- Паянхи кун полицейскийĕн мĕнле пулмалла?

- Полицейски çирĕп кăмăллă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн йывăрлăхсене çĕнтерме, йышăнусене хăвăрт та тĕрĕс тума пĕлмелле. Тавçăрулăх та, ăсталăх та кирлĕ, паллах. Пирус туртманни лайăх, мĕншĕн тесен çак сиенлĕ йăла та ĕç вăхăчĕпе тухăçлă ĕçлеттермест.

Пирĕн пайри полицейскисен ĕç опычĕ ÿссе пыни курăнать, ĕçлеме пултараççĕ. Аслисем те çамрăк специалистсене пулăшса пыни лайăх витĕм кÿрет.

- Сирĕн ĕçе курса тăнăран сире пĕчĕкренех полицейски пулма хатĕрленĕнех туйăнать...

- Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех хамăн пуласлăха хими отраслĕпе çыхăнтарма шухăшланă, техникумра ятарлă пĕлÿ илнĕ. Çав вăхăтрах спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăннă. Профильпе Мускаври патшалăх университетне те вĕренме кĕнĕ, анчах отсрочка пулманран çара кайнă. Унтан таврăнсан вара шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлеме тытăннă.

Пире çемьере пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра каникулсенче те вăхăта ахаль ирттермен. Çапла ответлăха туйса, дисциплина мĕнне пĕлсе ÿснĕ эпир. Ачаранах спортпа туслă пулнă. Çирĕп воспитани вара кирек мĕнле ĕçре те пулăшать тесе шутлатăп.

- Шалти ĕçсен органĕсенче уйрăмах пулĕ. Хăвăрăн ĕçтешсене, шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансене, уявпа мĕн сунатăр паян;

- Çак уява пирĕн умĕн кунта ĕçленĕ кашни ветеран, халĕ ĕçлекен кашни полицейски, вĕсен çемйисем кĕтеççĕ.

Çавăнпа  та пурне те çирĕп сывлăх сунатăп. Халĕ ĕçлекенсене кунпа пĕрлех ăнăçу сунатăп, вĕсен çемйисенче ăнлану хуçалантăр,  чăтăмлăхĕ те пултăр. Ветерансене вара пире вĕрентсе, пулăшса пынăшăн тав сăмахĕ калатăп.

IMG 7775Сăн ÿкерчĕкре эсир шалти ĕçсен районти пайĕнче вăй хуракан хастар сотрудниксене куратăр. Патрульпе пост службин отрячĕн командирĕ - полици старшини Сергей Николаев кунта вуннăмĕш çул ĕçлет. Юрий Васильев полици лейтенанчĕ хальхи вăхăтра çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн тимлет, шалти ĕçсен пайĕнче вара вăл 2000 çултанпах.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости