- Пирĕн ĕç ответлăх ыйтать, çăмăл мар, анчах та вăл районта пурăнакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ, - теççĕ эсир сăн ÿкерчĕкре куракан полицейскисем.
Илья Петров полици майорĕн ĕç стажĕ пысăк ĕнтĕ - 20 çула яхăн. Çавăнпа та унччен тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ, халĕ вăхăтлăх тытса тăмалли изолятор пуçлăхĕн çамрăк специалистсене те сĕнÿ-канашпа пулăшма ăсталăхĕ çителĕклĕ.
Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспектор та, Оксана Воробьева полици капитанĕ (сылтăмри), пысăк опыт пухма ĕлкĕрнисен йышĕнче.
Светлана Полтанская аслă лейтенант вара шалти ĕçсен пайĕнче вуннăмĕш çул. Вăл административлă законодательствăна пурнăçлассипе тимлет. Кăçал Светлана пысăк çитĕнÿ тума пултарнă - республика шайĕнчи ăсталăх конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Нумаях пулмасть çĕршыв шайĕнчи тапхăра хутшăннă, çавăнпа ĕçтешĕсем те унпа пĕрле конкурс пĕтĕмлетĕвне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.
Май 2023 |