Пирĕн ялкор, Муркашра пурăнакан Валерий Федоров, ĕнер хăйĕн юбилейне паллă турĕ - 60 çул тултарчĕ.
Валерий Варсанофьевич 1957 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнче Çатракасси ял тăрăхĕнчи Ятман ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. 1975 çулта Çатракассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Хаçатпа çыхăну тытасси вара унăн çав çулсенчех йĕркеленнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех класри тата шкулти стена хаçачĕсен редколлегийĕн членĕ пулнă.
1982 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухса алла истори учителĕн дипломне илнĕ. Студент çулĕсенче те хăйсен кулленхи пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕрен корреспонденци çырма пăрахман. Вăл хатĕрленĕ материалсем факультетăн стена хаçатĕнче, университетăн "Ульяновец" хаçатĕнче тăтăшах пичетленнĕ. Валерий Федоров республика изданийĕсемпе те çыхăну тытнă. Республика хаçачĕсенче те унăн материалĕсем пичетленнĕ.
Учитель ĕçне кÿлĕнсен те вăл хаçатсемпе çыхăнăва çухатман. Етĕрне районĕнче 1982 - 1986 çулсенче учительте тăрăшнă чухне Етĕрне районĕнчи "Ĕç ялавĕ" хаçата, республика изданийĕсене тăтăшах статья-корреспонденцисем яра-яра панă.
1986 çулта Муркаш районĕнче ĕçлеме тытăнсан вара унăн статйисем районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатра тăтăшах пичетленме пуçланă. Паян кунчченех хаçатпа туслă çыхăну тытать. Вăл хăйĕн статйисемпе ытти хайлавĕнче хускатакан ыйтусем ытларах чухне истори пĕлтерĕшлĕ юбилей кунĕсемпе, патриотика тата воспитани тематикипе, шкулсен тата районăн социаллă проблемисемпе, районăн культура пурнăçĕн çĕнĕлĕхĕсемпе, интереслĕ пултарулăх çыннисен ĕçĕ-хĕлĕпе, шкул мероприятийĕсемпе (паттăрлăх урокĕсем, ветерансемпе йĕркелекен тĕл пулусем т. ыт. те) çыхăннă. Валерий Федоров илнĕ интервьюсене çынсем уйрăмах юратса вулаççĕ. Юлашки вăхăтра вара вăл хайланă сăвăсем те вулакансен чун-чĕринче тарăн йĕр хăвараççĕ.
1986 çултанпа Валерий Варсанофьевич Тивĕш шкулĕнче ĕçленĕ. 2008 çултан тытăнса вара Муркаш лицейĕнче тăрăшать. Çакă та пĕлтерĕшлĕ самант: вăл Тивĕш шкулĕн коллективне ертсе пынă çулсенче çулталăк хушшинче шкулăн çĕнĕ çуртне çĕклеме пултарнă. Районта чи малтисенчен пĕри кунта вĕренекенсене шкул çулĕсенчех професси пĕлĕвĕ парассипе çине тăрса ĕçлеме тытăннă. Шкула вĕренме ачасем тăватă районтан килсе çÿренĕ.
Валерий Варсанофьевича юбилейпа саламланă май эпир ăна çирĕп сывлăх, хавас кăмăл-туйăм сунатпăр, малашне те район хаçачĕпе тачă çыхăну тытасса шанса тăратпăр. Апла пулсан унран çĕнĕ хайлавсем кĕтетпĕр.
"Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакцийĕ.
Май 2023 |