Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Республика аталанăвĕн çул-йĕрне палăртса, халăх шаннине шута хурса ĕçлет

Категория: Общество Опубликовано: 30.10.2017, 09:52 Просмотров: 1949

mar 4400Октябрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ пресс-конференци икĕ сехет çурра яхăн тăсăлчĕ. Ыйтусем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç - республикăри промышленность аталанăвĕнчен пуçласа тÿррĕнех Михаил Игнатьева пырса тивекеннисем  таранах.  Çавăнпа пуçлăх панă хуравсем пĕтĕмĕшле калăпăшпа анлă пулнине палăртмалла.

Малтанхи ыйтусем промышленность аталанăвĕпе çыхăннисем пулчĕç. Отрасль ÿсĕмлĕ аталаннипе пĕрлех Михаил Игнатьев лару-тăру çивĕч тăракан предприятисем пирки те каламасăр хăвармарĕ. Акă "Трактор завочĕсем" концернра хăш-пĕр ĕç вырăнне пăрахăçланăран çынсем валли ятарлă программăпа вĕренÿ йĕркелессине палăртрĕ. Çав вăхăтрах лайăх аталанакан предприятисенче, сăмахран, "Хĕвел" предприятире, вăтам ĕç укçи 90 пин тенкĕпе танлашнине те пĕлтерчĕ.

Журналистсем Чăваш Республикинче туса кăларакан продукци экспорчĕпе, хăш продукци çĕршыври регионсене тата ют çĕршывсене ытларах ăсатăннипе кăсăкланчĕç. Çав вăхăтрах малашне мĕнле продукци туса кăларасси çине тимлĕх ытларах уйăрмаллине те ыйтрĕç. Ыйтăва хуравласа Михаил Игнатьев Чăваш Республики хальхи вăхăтра туса кăларакан тĕрлĕ продукцие пурĕ 90 ытла çĕршыва ăсатнине каларĕ. Çакăн пек çыхăнусен динамики çулсеренех лайăххине палăртрĕ. Экспорта вара ытларах хими производствин продукчĕсем, кондитер изделийĕсем, электротехника кластерĕн изделийĕсем ăсатăнаççĕ. Хальхи вăхăтра акă хĕвел модулĕсен экспортне йĕркелессипе ĕçлеççĕ.

Хуравра муркашсене тÿррĕнех пырса тивекен "Сеспель" предприяти пирки те сăмах пулчĕ. "Эпир "Сеспель" çине шанатпăр", - тесе республика пуçлăхĕ тĕнче шайĕнче ĕçлекен предприяти малашне те тĕп экспортерсен йышĕнче пулассине шанса каларĕ.

Производство аталанăвĕ пирки калаçнă май, журналистсем пĕрре мар ĕç укçи çине çитрĕç. Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи республикăри вăтам ĕç укçи 24580 тенкĕпе танлашмалла. Анчах та пресс-конференцире халĕ хатĕрлекен "2030 стратеги" пирки калани те кăсăклă пулчĕ. Çак стратегие Министрсен Кабинечĕ шăпах хальхи вăхăтра хатĕрлет-мĕн. Вăл стратегире, малтанласа палăртнă тăрăх, республикăри вăтам ĕç укçи 2020 çулта 30 пин тенке çитмелле. Тата маларах пăхас пулсан, 2030 çулта 70 пин тенкĕ пулмалла. Стратегирех çÿллĕ шайри технологиллĕ ĕç вырăнĕсем те 2030 çулта 200 пине майлă пулмаллине кăтартнă. Кун пек ĕç вырăнĕсем ĕç укçипе, паллах, çыхăннă. Çавăнпа та Михаил Игнатьев чи малтанах ĕç тухăçлăхне ÿстермеллине, унсăр ĕç укçине хăпартма май çуккине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра ĕç укçи шайĕпе вара Чăваш Республикинчи лару-тăру, Атăлçи тăрăхĕпе пăхас пулсан та, ăнăçлах мар.

Çынсене тăтăшах пăшăрхантаракан ыйтăва та памасăр иртмерĕç пресс-конференцире. Çулсем тăвасси, юсасси çинче Михаил Игнатьев тĕрлĕ ыйтăва хуравланă чухне чарăнса тăчĕ. Чи малтанах - хальхи вăхăтра пысăк калăпăшпа пурнăçланакан "Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" федераци программи мĕнле пурнăçланни пирки каланă чух. Каламалла, çак программа çĕршыври 36 регионта пурнăçланать. Çавăнпа та Чăваш Ен те унта кĕме пултарнине Михаил Игнатьев республикăшăн чăнах та пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Çулсем тума, юсама ку программăпа Мускавран пысăк пулăшу килет. Муркашсем ку программа ĕçленине лайăх пĕлеççĕ, çавăн пекех - йĕркесĕр подрядчика пула Мăн Хураçкана каякан çул кăçаллăха çав программăран "тухса ÿкнине" те.

Çулсене юсама май паракан тепĕр программа - "Формирование комфортной городской среды" пирки те сăмах пулчĕ. Çак программа 5 çул ĕçлеме тивĕç. Унпа килĕшÿллĕн пирĕн районта та ĕçсем пурнăçланмалла. Муркаш салинче, Мăн Сĕнтĕр салинче кил картиш территорийĕсенче  хăт тата тирпей-илем кĕртме палăртнă. Çапла вара картишсенче спорт лаптăкĕ, ача-пăча валли вылямалли лаптăк йĕркелеме, картишĕнчи çулсене юсама тата ытти ĕçе пурнăçлама май пур. Ку ĕçе пурнăçлама укçа-тенке федераци бюджетĕнчен те, республика бюджетĕнчен те, ял тăрăхĕн бюджетĕнчен те уйăрмалла.

Паллах, социаллă ыйтусем сахал мар пулчĕç. Вăл шутра çăмăллăхсемпе тивĕçтересси пирки те. Тĕрлĕ енлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерме кăçал республикăра пурăнакан тĕрлĕ категорири çынсене пурĕ 6 млрд ытла тенкĕ пăхса хунă. Ку ыйтупа пĕрлех "вăрçă ачисем" пирки те ыйту пулчĕ. Михаил Игнатьев хальхи вăхăтра çак категорие условлă статусран официаллă статуса куçарма çĕршыв бюджечĕ çителĕксĕр пулнипе ăнлантарчĕ, хăй вара вăрçă ачисене пулăшмаллине хирĕçлеменнине пĕлтерчĕ.

Ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусене хуравланă май Михаил Игнатьев ял хуçалăх продукчĕсен сутлăх хакĕ çине те çитрĕ.  Кăçалхи хаксем, тыррăн сутлăх хакĕсĕр пуçне, хресченшĕн япăх маррине палăртрĕ вăл.

Чăваш Енре, пĕтĕмĕшле Раççейри пекех, тыр-пул тухăçĕ пысăк пулнă. Тырă сахал мартан унăн сутлăх хакĕ чакса пырать. Вырма ĕçĕсем пуçланнăранпа акă Чăваш Енре те сутлăх хак 25 процент таран чакнă. "Тырă туса илекенсем, паллах, кăмăлсăрланаççĕ. Эпир çакна пĕлетпĕр, анчах та çĕршыв шайĕнче пирĕн республика, тыр-пул туса илес калăпăшпа пăхсан, сутлăх хак çине витĕм кÿме пултараймасть", - тесе палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Тыр-пулпа ĕçленипе пĕрлех республика пуçлăхĕ çĕр ĕçченне выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕ çине те тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Уй-хирте туса илнĕ продукци выльăх апатне йÿнетме май парать, çавна май аш-какай продукцийĕн хăйхаклăхне чакарать. Çавăнпа та çак икĕ ене аталантаракансем республикăра та çулсеренех япăх мар тупăш илнине каларĕ Михаил Игнатьев.

АПК отраслĕнче çĕнĕ проектсем пурри лайăх. Етĕрнери "Ядринмолоко" сĕт завочĕ те акă талăкра 200 тонна яхăн сĕт тирпейлеме пултарать, анчах хальхи вăхăтра ăна валли сĕт çитменни палăрать.

Саратов инвесторĕсем Шупашкарти пĕр вăхăт ĕçлемен сĕт заводне 1 млрд тенке яхăн инвестици хываççĕ. Вĕсем унта стерилизациленĕ продукци кăларасшăн-мĕн. Вăл нумай вăхăт упранмалла.

Виктор Вексельбергăн теплица тумалли проекчĕ те пурнăçланаканскерех пулнине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Теплица проекчĕ çак инвесторăн пĕртен-пĕр проекчĕ пулнине те каларĕ пуçлăх. Çулталăкра 19 пин тонна пахча çимĕç çитĕнтермелли теплица 2020 çулта тулли хăватпа ĕçлесе каймалла.

Пысăк проектсемпе кăна мар, хăмла отраслĕн аталанăвĕпе те кăсăкланчĕç журналистсем. Михаил Игнатьев Чăваш Енсĕр пуçне паянхи кун Раççейре хăмлапа ĕçлекен çуккине пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, пирĕн республикăн ку енĕпе çирĕпленнĕ йăласем те пур. Кăçал пухса илнĕ хăмла 350 тонна яхăн пулмалла. Федераци шайĕнче нумай çул ÿсекен культурăсене, вăл шутра хăмлана та, çитĕнтерессипе йышăну пур, анчах хальлĕхе пĕтĕмĕшле ыйтăва çĕршыв шайĕнче татса паман-ха.

Пресс-конференцире нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕ, авариллĕ çуртсенче пурăнакансене хăтлăрах çуртсене куçарасси, туризма аталантарасси, медицина учрежденийĕсен оптимизацийĕ, педагог профилĕпе вĕреннĕ çамрăк специалистсем шкулсене ĕçлеме кайманни пирки те ыйтусем пулчĕç. Таса шыв ыйтăвĕ çинче те  чарăнса тăчĕç. Михаил Игнатьев ытти нумай ыйтăва та хуравларĕ.

Унăн хуравĕсенчен çакна та пĕлме пулчĕ: Чăваш Республики хальхи вăхăтра федерацин тĕллевлĕ 20 программинче хутшăнать. Пресс-конференцире палăртнă тăрăх, 2018 çулта пирĕн республика Раççей Федерацийĕн тĕп стратеги аталанăвĕн приоритет программипе - "Повышение производительности труда и поддержка занятости" программăпа та ĕçлеме тытăнать.

РФ Президенчĕ юлашки вăхăтра чылай кĕпĕрнаттăра улăштарнине те "аса илчĕç" журналистсем. Çакна май Михаил Игнатьев хăйне мĕнле ертÿçĕсен йышне кĕртнипе те интересленчĕç: технократ-и вăл, авторитарлă ертÿлĕхе ырлакан-и е хуçалăха çирĕп тытса пыма пултаракан хуçа-и; Унăн хуравĕнче çакă палăрчĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйне çынсем шанакан ертÿçĕсен йышне кĕртет, мĕншĕн тесен "шанăçа тÿрре кăларас тĕллевпе пĕтĕмпех тума тăрăшать, çавăнпа та халăх шаннине шута хурса ĕçлет".

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости