Сăн ÿкерчĕкре Çатракасси ял тăрăхĕнчи Ефросиния Скворцовăна куратăр. Вăл тивĕçлĕ канури хисеплĕ ветеран. Ефросиния Кузьминична хĕрĕх çула яхăн райĕçтăвкомра машинисткăра тăрăшнă.
- Халĕ йăлтах компьютер ĕçлет. Ун чухне вара алăпа çапнă вĕт, кунĕпе çапнипе пÿрне тăррисем ыратакан пулатчĕç, - кăмăллăн калаçать Е. Скворцова.
Ефросиния Кузьминична 1931 çулта çуралнă, çавна май вăл, иртнĕ тапхăр пирки сăмах пуçарнă май, ачалăх çулĕсене те асăнмасăр хăвармарĕ. Вăл вăхăтрисене никама та çăмăл килмен ĕнтĕ: ачалăх та, çамрăклăх та йывăр ĕçре иртнĕ.
Хура-шурне йăлтах чăтнă, выçлăхне те курнă. Çавăнпа та аслă ăрури çынсене эпир чăннипех те хисеплеме тивĕç. Паянхи çутă пурнăç та - вĕсен тивлечĕ. Пирĕн, çамрăксен, вĕсен ырă ĕçне хакламалла, малалла тăсмалла.
Хисеплĕ ветеран паянхи пурнăçпа кăмăллă. Çамрăк ăру та тĕрĕс-тĕкел пулсан савăнтарать. Ырă йăха 4 ача, 7 мăнук тата кĕçĕн мăнукĕсем тăсаççĕ.
Уяв кунĕ Е. Скворцован кăмăл-туйăмне ытларах çĕклетĕр, çирĕп сывлăх илсе килтĕр.
Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.
Сентябрь 2023 |