Юратнă учительсем пирĕн асрах

Категория: Образование Просмотров: 445

ВеренлдХăйсен пархатарлă ĕçĕпе ырă ята тивĕçнисем Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче сахал мар пулнă. Халĕ те чылай вĕсем. Вĕсен шутĕнче пĕр мăшăр Верендеевсене - Василий Алексеевичпа Калерия Федосьевнăна та асăнмасăр май çук. Иккĕшĕ те Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче учитель пулса ĕçленĕ. Василий Алексеевич математикăна вĕрентнĕ, Калерия Федосьевна вара ют çĕршыв чĕлхисен учителĕ пулнă. Вĕсем пурнăçран уйрăлса кайнă пулин те, ырă ĕçĕсем асран тухмаççĕ.

Василий Алексеевич Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтăра ялĕнче 1932 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере 8 ача пулнă. Ашшĕ вăрçăра Тăван çĕршыва хÿтĕлесе Ржев хули патĕнче пуçне хунă. Çемьери 4 ачи те выçăпа аптăраса тата чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Сывă юлнă 4 ачине вара Ульяна Семеновна пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ.

Калама çук йывăр пурăннă. Çиме çăкăрĕ çук, хутма вутти çитмест. Ачисен уроксене те нумай чухне хăйă е уйăх çутипе хатĕрленме тивнĕ. Çавăнпах пулĕ Василий куçĕ пăсăлнă, ĕмĕрĕпех куçлăхпа çÿреме тивнĕ.

Сергей ывăлĕ каласа панă тăрăх, асламăшĕ питĕ ăслă çын пулнă. Ачисене пĕчĕкренех ĕçе юратма, çынсене хисеплеме, яваплăха туйса тирпейлĕ ĕçлеме хăнăхтарнă тата вĕрентнĕ. Ачисем шкулта аван ĕлкĕрсе пынă. Василий уйрăмах математикăпа задачăсем шутлама юратнă, пĕр задача та шутламасăр хăварман, программăран малта пынă. Çав вăхăтрах куллен вăрмана кайса вутă хатĕрлесе пÿрте хутса ăшăтасси те унăн ĕçĕ шутланнă.

1948 çулта шкултан "5" паллăсемпе вĕренсе тухсан малалла пĕлĕве Шупашкарти пединститутра ÿстерме шухăшлать. Экзаменсене пĕр кунтах тытса вĕренме кĕрет. Мĕншĕн тесен темиçе хут кайса çÿреме укçи те пулман ĕнтĕ.

Анчах савăнас вырăнне амăшĕ макăрса: "Ачам, пирĕн укçа çук, сана вĕрентейместĕп", - тет. Василий амăшне хирĕçлемест, колхозра ĕçлеме юлать. Хăй вĕреннĕ Юманай шкулĕнчи учительсем мал туртăмлă ачана хĕрхенсе шкула физикăпа хими кабинетĕнче лаборант пулса ĕçлеме илеççĕ.

Хĕсмете кайса 3 çул хушши Украинăри Николаевск хулинче салтак тивĕçне пурнăçлать. Вара тин хăйĕн ĕмĕтне вĕçне çитерес шутпа Канаш хулинчи учительсем хатĕрлекен институтра вĕренсе математика учителĕн профессине алла илет. Хыççăнах 8 - 10-мĕш классен учителĕсен професси шайне ÿстермелли курсран вĕренсе тухса тĕрлĕ шкулта ачасене математикăна вĕрентме тытăнать.

Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вара 1959 çулта ĕçлеме пуçлать. Анчах лайăх учителе 1971 çулта Муркаш районĕн халăх вĕренĕвĕн пайне инспектор пулса ĕçлеме илсе каяççĕ. Пултаруллă учителĕн парти райкомĕн агитаципе пропаганда пайĕнче те темиçе çул ĕçлеме тивет.

Каялла Мăн Сĕнтĕре 1981 çулта таврăнать, шкул директорĕнче ĕçлеме пуçлать. Çапла вара тивĕçлĕ канăва тухичченех, 11 çул хушши учительсен ертÿçи те, ачасене математикăна вĕрентекен учитель те пулса вăй хурать. Шкултах хăйĕн пулас мăшăрне те тĕл пулать, çемье çавăрса Верендеевсем икĕ ывăл пăхса ÿстерсе ура çине тăратаççĕ.

Вăл вăхăтра Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче пултаруллă учительсем сахал мар ĕçленĕ. Кусем вĕсем Игнатий Толстов, Анна  Жемчугова, Евстолия Кабетова, Андрей Яковлев, Ольга  Светогорова, Евгения Никитина, Нина Сапожникова, Семен Карпов, Альбина Охтерова, Игорь Васильев, Галина Стрелкова, Анатолий  Гусев, Владимир  Соколов, Алексей Шорников, Александр Пальков, Александр Николаев т. ыт. те. Çак вăхăта вĕсем пурте пирĕнтен уйрăлса кайнă пулин те, халăх вĕсене асра тытать, сума сăвать.

Василий Алексеевич çак учительсен ĕç опычĕпе пуянланса пырса, тăрăшуллăн ĕçлесе, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн чи юратнă учителĕ пулса тăрать. Унăн вĕренекенĕ, кайран метематикăна вĕрентекен пулса тăнă Алина Овчинникова çапла аса илет: "Василий Алексеевич пирĕншĕн, вĕренекенсемшĕн, тĕлĕнмелле ырă учитель пулнă. Ăслă, типтерлĕ, интеллигентлă, ачасене хисеплекенскер. Математикăна ăнланман ача пулман. Вăл çапла вĕрентме пултарнă. Математика пирĕншĕн пуриншĕн те юратнă предмет, учителĕ юратнă учитель пулнă. Пире учебниксăр пуçне ытти задачникран илсе йывăр задачăсене шутлама вĕрентетчĕ. Программăра çук, стандартлă мар, параметрлă задачăсене шутлаттаратчĕ. Эпир тата Мускаври патшалăх университетĕнчи ВЗМШ шкулĕнче вĕреннĕ. Анчах вăл района РОНО-на ĕçлеме кайсан ун пекки пĕтĕмпех пăчланчĕ.

Йывăр задачăсене эпир хамăр тĕллĕн шутласа кăларма хал çитерсен, Василий Алексеевич калама çук савăнатчĕ. Унăн савăнăçлă пит-куçĕ халĕ те умрах. Хăй те тирпейлĕскер, пире тирпейлĕ çырса,  хитрен ответлеме вĕрентетчĕ. Урокĕсенче яланах шăп пулнă. Пурте тăрăшса ĕçленĕ, никам никама чăрмантарман. Кама пулăшмалла - учитель вăхăтра пырса пулăшатчĕ. Математика епле илемлĕ предмет пулнине ăнлантарса çитерме пултарнă вăл!

Задачăна пĕрре шутлатăн - тухмасть, тепре шутлатăн - пулмасть, татах тытăнатан та - йĕркипех шутланса пырать. Нимĕнпе танлаштарма çук савăнăç! Мĕнле савăнаттăмăр учительпе пĕрле.

Манăн та Василий Алексеевич пек учитель пулас килчĕ. Вĕренсе тухсан эпĕ те Василий Алексеевич пек ачасене юратса ĕçлерĕм. Тав сана, юратнă учителĕмĕр!"

Ун пек ырă аса илÿсем пайтах. Василий Алексеевич шкулта анчах мар, районта та паллă учительсен шутĕнче пулнă. Ăна Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствинче те ĕçлеме чĕннĕ пулнă. Анчах та çемьепе канашланă хыççăн шкултах юлма шухăшланă. Вăл вĕрентнĕ ачасем: учительсем, врачсем, çĕршыва сыхлакансем, ял хуçалăхĕнче, промышленноçра вăй хуракансем, право сыхлав органĕсен ĕçченĕсем. Нумайăшĕ предприяти-организаци ертÿçи пулнă: Леонид Ильгечкин - Мăн Сĕнтĕрти çăкăр завочĕн директорĕ, Валентина Озина - Мускавра шкул директорĕ, Георгий  Симаков - районти ял хуçалăх управленийĕн ертÿçи, Виталий  Толстов - Юнкă шкулĕн директорĕ, Надежда Горнова - Мăн Сĕнтĕр шкулĕн завучĕ, Анфиса Осипова - районти çул çитменнисемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ, Сергей Егоров - шалти ĕçсен пайĕн оперуполномоченнăйĕ, полици майорĕ, Андрей Пихтеров - фермер хуçалăхĕн ертÿçи.

Ачаран нушапа çитĕннĕскер, выçлăх, çитменлĕх нумай тÿснĕскер, коллективпа килĕштерсе ĕçлеме тăрăшатчĕ, çав вăхăтрах çирĕп ыйтма та пултаратчĕ. Учительсен тавракурăмне ÿстерме кирлине аса илтерсех тăратчĕ. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынна айăплама мар, алă парса пулăшма тăрăшатчĕ. Педсоветсенче, политинформацисенче чĕрене пырса тивмелле сăмахсем калатчĕ, вĕрентетчĕ. Кашни учителе ачасене чунне парса ĕçлеме хистетчĕ.

Василий Алексеевич пуринчен ытла Мăн Сĕнтĕрте шкулăн çĕнĕ çуртне тунипе халăх асĕнче юлчĕ. Унччен шкул кивĕ çуртсенче вырнаçнă пулнă. Хĕлле калама çук сивĕччĕ. Нумай шăннă, асапланнă. Ачасем уроксенче алсишпе, çĕлĕкпе ларни те пулнă. Урок вăхăтĕнчех ачасене кăмака çумне таянса ăшăнма ирĕк параттăмăрччĕ. Халĕ вара ачасем çĕнĕ шкулта савăнса вĕренеççĕ. Çутă кабинетсем, учительсен канмалли пÿлĕмĕсем, спортпа актовăй залсем, столовăй т. ыт. те.

Çĕнĕ шкул директор тăрăшмасăрах çĕкленмен. Василий Алексеевичăн ку ыйтупа Мускава та пĕрре кăна мар çитме тивнĕ. Республика шайĕнчен те ăна-кăна нумай тупса илсе килмелле пулнă. Çемье укçи те пĕтĕмпех расхутсене саплаштарма кайса пынă. ЗиЛ автомашинăна та хăйĕн шутĕнченех юсаттарнă. Мĕншĕн тесен вăл питĕ кирлĕ пулнă.

Çак йывăрлăхсене Верендеевсем ачи-пăчипех тÿснĕ. Сергей ывăлĕ çакăн çинчен шывланнă куçĕсемпе каласа кăтартать. Малтанах, Василий Алексеевич шкулта ĕçлеме тапратсан, амăшне пÿрт лартма пулăшнă. Кайран вара шкул çуртне тума тивнĕ. Хăйсен ĕмĕрне вара кивĕ çуртрах пурăнса ирттернĕ.

Сергей ывăлĕ нумаях пулмасть çĕнĕ çурт туса лартрĕ. Калерия Федосьевна çав çуртра пурăнса та кураймарĕ. Вăл çак сăмахсене каланă пулнă: "Эпĕ вилсен çынсем мана ăсатма килсен эпир çакăн пек кивĕ çуртра пурăннишĕн питĕ намăс пулать-çке".

Василий Алексеевич çĕнĕ çуртра пĕр-икĕ çул пурăнса курчĕ. Сергей ывăлĕ аслă шкултан вĕренсе тухса лайăх ĕçе вырнаçнă. Ĕçне пăрахсах ашшĕне виличчен виçĕ çул пăхса пурăнчĕ. Халĕ вара ĕç вырăнне тупаймасть.

Калерия Федосьевна та нумай нуша курнă, тăлăх çитĕннĕ. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă хыççăн 1942 - 1943 çулсенче Ленинград хули патĕнче хыпарсăр çухалнă. Амăшĕ, 4 ачапа пĕччен юлнăскер, хуйхăпа тата выçăпа аптăраса, туберкулезпа чирлесе вилет. Тăлăха юлсан ачасене тăваттăшне те амăшĕн аппăшĕпе упăшки усрама илеççĕ. Калерия Федосьевна çаплах "дядя Саша" тесе ăна ырăпа анчах асăнатчĕ.

Василий Алексеевич тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман. Шкулта шахмат кружокне, Мăн Сĕнтĕрте ветерансен канашне ертсе пынă. Нумай çынна шахматла выляма вĕрентнĕ. Хăй вара районта чи вăйлă шахматистсенчен пĕри пулнă.

Калерия Федосьевнăпа Василий Алексеевич хăйсем вĕрентнĕ ачасемпе хутшăнма пăрахман. Кашнин патне çитсе вĕсен савăнăçĕпе, хуйхи-суйхипе пурăннă. Тĕлĕнмелле! Ăçтан вĕсем вăхăтне, вăйне çитернĕ; Сĕнтĕр тăрăхĕнчи пур çынна та пулăшма васканă. Василий Алексеевич 80 çул тултарнă тĕле шкул хаçатĕнче çапла çырнă: "В мире существует много почетных званий: "Герой труда", "Заслуженный артист", "Почетный работник", "Народный художник"... Тысячи орденов и медалей, которых удостаиваются за заслуги перед государством. Однако нигде, ни в одной стране мира нет награды, присуждаемой за высокое звание Человек с большой буквы. И первым кандидатом на получение этой награды был бы всеми уважаемый и почитаемый во всем Моргаушском районе Василий Алексеевич Верендеев".

Тата пирĕн Президент Путин çапла каланине астăватăп: "Когда мы что-то делаем, никогда не надо забывать про нравственно-этические основы нашего дела". Çак сăмахсене шăпах Василий Алексеевич пек çынсем çинчен каланă та ĕнтĕ. Çынна юратса, ырă туса пурăнасси Верендеевсен пурнăç тĕллевĕ пулнă.

Ваттисем каланă тăрăх, çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче çурт тумалла, йывăç лартса ÿстермелле тата ачасем пăхса çитĕнтермелле. Василий Алексеевичпа Калерия Федосьевна икĕ ывăл çуратса çынсене те, хăйсене  те юрăхлă çынсем туса çитĕнтернĕ. Василий Алексеевич тăрăшнипе çĕкленнĕ шкул çурчĕ Мăн Сĕнтĕрте чи илемлĕ çурт пек курăнать. Шкул умĕнче вăл лартнă йывăçсем çулçисемпе вăштăртатса шăппăн е хыттăнраххăн шавласа ун çинчен тав юрри юрланăн туйăнать.

З. ОВЧИННИКОВА,

педагогика ĕçĕн ветеранĕ*

В. САПОЖНИКОВА,

чăваш чĕлхипе литературин учителĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости