Чăваш Енри «Шишкин» пирки

Категория: Образование Просмотров: 461

afanasjevФ. Васильев ячĕллĕ Муркашри ача-пăча искусство шкулĕн вĕрентекенне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Илья Афанасьев художника (сăн ÿкерчĕкре) Муркаш районĕнче пĕлмен çын çук та  пулĕ. Ăна республикăра та, ун тулашĕнче те аван пĕлеççĕ, унăн ĕçĕсен куравĕсемпе республикăн тĕп хулинче кăна мар, ют çĕршывсенче пурăнакансем те паллашнă.

Турайри вăтам шкултан вĕренсе тухнăскер, вăл И. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчи художествăпа графика факультетĕнчен те ăнăçлă вĕренсе тухать. Хыççăн ăна Мăн Сĕнтĕрти шкула рисованипе черчени урокĕсене вĕрентме яраççĕ. Муркашри ача-пăча искусство шкулне ĕçлеме куçсан Илья Афанасьев Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул çумĕнче хушма пĕлÿ паракан шкулăн художество уйрăмне уçма май тупать. Ачасене илем тĕнчине курма, çак илеме тĕрлĕ мелпе сăнлама вĕрентет. Илья Петрович тăтăшах тĕрлĕ конкурса хутшăнать, вĕрентекенĕсем те ăна курса хавхаланаççĕ.

2009 çулта Илья Петрович Мăн Сĕнтĕрте "Илем" картина галерейине уçма вăй çитерчĕ. Çак ĕмĕте пурнăçлас тесе нумай тар тăкма тивнĕ унăн: вĕрентекенĕн ĕç укçипе кăна галерея уçма самай йывăр. Çак илем тĕнчинче унăн чи лайăх ĕçĕсене курма пулать.

Çакăн пек пултаруллă çынсемпе мухтанма пултарать Муркаш çĕрĕ. Нумаях пулмасть вара Мăн Сĕнтĕрти библиотекăра Лев Анисовăн «Русские художники. Непрочитанные страницы» кĕнекине пахаланă. Лев Анисов - хальхи вăхăтри вырăс прозаикĕсенчен пĕри, Раççей писателĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ, Мускаври православи духовенство академийĕн преподавателĕ. Çавăнпах ĕнтĕ мероприятире Шупашкар епархийĕн викарийĕ, Сĕнтĕрвăрри епископĕ Игнатий, Илья Афанасьев хужожник тата унăн вĕренекенĕсем те хутшăннă.

Лев Анисов çĕршыври паллă художниксем çинчен унччен те сахал мар çырса кăтартнă. Черетлĕ кĕнекере вара А. Иванов,         И. Репин, И. Шишкин тата ытти паллă художниксем çинчен çырнипе пĕрлех  Илья Афанасьев пирки çырни те пур. Автор Чăваш Енри «Шишкин» пирки тахçанах çырма шухăшланă-мĕн. Ăна вăл Мăн Сĕнтĕрте тупнă.

Н. НИКОЛАЕВА

хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости