«Ĕмĕтсене пурнăçлама çул уçă»

Категория: Образование Просмотров: 1597

ВыпускШкул çулĕсем хыçа юлнипе ачалăх вĕçленет, пурнăçăн  аслă çулĕ уçăлать. Çакна кăçал районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă 162 яшпа хĕр хăйсен тĕслĕхĕнче ăнланчĕç. Вĕсенчен 38-шĕ шкула «5» паллăпа кăна вĕренсе пĕтернине çирĕплетекен аттестат тата медаль илни малашлăх çирĕп алăрине систерет.

Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çатракассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухакансем те сывпуллашу каçне пухăнчĕç. Вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те шкул пĕтерекен çамрăксем илнĕ пĕлÿпе пурнăç çулĕ çинче çухалса каймасса шаннине пĕлтерчĕç.

- Тавтапуç вĕрентекенсене, пысăк тав атте-аннене. Эсир тăрăшнине эпир çилпе вĕçтермĕпĕр, сирĕн ĕмĕтĕрсене пурнăçлама тăрăшăпăр. Çакна валли пирĕн халĕ çул уçă, - терĕç алла аттестатсем илнĕ 4 яшпа 3 хĕр.

Вĕсем калани пуш сăмах пулмасса ĕненетпĕр.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости