Культура çурчĕ ĕçлеме пуçланăранпа 45 çул çитрĕ

Категория: Культура Просмотров: 457

VSruacBV7Yk"Çумăр çăвĕ, юр вĕçтерĕ - пирĕншĕн вăл пурпĕрех: тарăн та таса çăлкуçĕ таптăр ĕмĕрех", - пуçран каймаççĕ ырă туйăмлă юрă сăмахĕсем. Ку йĕркесенче - мал туртăмлă шухăшсем. Пирĕн пурнăçăмăрти таса çăлкуç вараланман-и-ха, вăл ăшăхланса юлман-и, вăхăт иртнипе илемлĕхне çухатман-и; Ыйту нумай, анчах ыранхи кунăн ырлăхне шанни усал шухăшсенчен пăрать. Ырă туйăмлă çын чĕринче усал тавраш валли вырăн та çукрах çав. Маларах каланă сăмахсене ялсенчи культура вучахĕсем пиркиех каланă теме пулать. Шăпах вырăнти Культура çурчĕсем ял çыннин пурнăçне илемлĕх кÿрекенсем, кану условийĕсене лайăхлатакансем пулса тăраççĕ те.

Районти кашни Культура çурчĕн хăйĕн историйĕ, пуянлăхĕ. Çак сăмахсем Турай ял тăрăхĕнчи Анаткассинчи Культура çурчĕшĕн те вырăнлă. Иртнĕ çул вĕçĕнче вăл уçăлнăранпа тата ял пурнăçне хăт кĕртнĕренпе 45 çул çитрĕ. Ăна кунта пурăнакансем пысăк уяв вырăнне хурса сумлăн паллă турĕç, мĕншĕн тесен аслă ăрурисенчен хăшĕсем кунти строительство ĕçĕсене те хутшăнма ĕлкĕрнĕ.

Çав çулсенче Суворов ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçи Василий Павлов строительство ĕçĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Хуçалăхри тĕрлĕрен производство объектне çĕкленĕ май Василий Павлович ялăн малашлăхĕ культурăна аталантарнипе тачă çыхăнура пулнине те ăнланнă. Çапла вара тăватă çул тăрăшса ĕçленĕ хыççăн пĕрлешÿллĕ хуçалăх ăна 1972 çул вĕçĕнче хута яма хевте çитернĕ-çитернех. Мĕн чухлĕ спектакль, концерт, кану каçĕ иртмен пуль кунта унтанпа, мĕн чуль кино çавăрттарман-ши ял халăхĕ валли; Кашни мероприяти ял çыннишĕн, пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ырми-канми вăй хураканшăн пулнă. Çавăнпа клуба халăх яланах йышлă пуçтарăннă. Çулсем иртнине пăхмасăрах Культура çурчĕ хăйĕн пĕлтерĕшне паян та çухатман. Çавăнпах кунта ял çыннисене, çамрăксене тăтăшах йышлă курма пулать. Халĕ калани юбилей кунĕнче те ума туллин тухрĕ.

Савăк каçа Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ "Çăлкуç" художество пултарулăх коллективĕ (сăн ÿкерчĕкре) уçрĕ. Унăн хаваслă юрри-кĕвви уява уйрăм сăн, илемлĕхпе хаваслăх кĕртрĕ. Номерсем улшăннă хушăра Валерий Самаков ветеранпа тĕл пултăм, унăн шухăшĕсемпе паллашрăм. "Вăхăт хăвăрт иртет. Анчах кун-çул уттинчен пирĕн ушкăн пăрăнса юлманни савăнтарать. Çулсем малалла кайнăçемĕн ушкăн та çĕнелсех пырать. Унта çамрăксем нумай хутшăнни савăнтарать. Клуб уçăлсан йĕркеленнĕ ушкăна эпĕ пĕрремĕш кунран майлах çÿретĕп. Кунта килсен чун уçăлать, нумайрах пурăнас килет", - пĕлтерчĕ Тушкасси çынни.

Вырăнти культура ĕçченĕсене саламлама килнисем йышлă пулчĕç. Вĕсем хушшинче Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçинче нумай ĕçленĕ В. Андреев, Турай ял тăрăхĕн администрацийĕчен килнĕ Н. Егорова, Анаткассинчи шкул-ача сачĕн ертÿçи Ю. Иванов т. ыт. те. 

Ялта Культура çурчĕ уçăлсан унăн пĕрремĕш ертÿçи пулма Анатолий Жеколдина шаннă. Уява пухăннисене вăл ырă аса илÿсемпе, культура ĕçне активлă хутшăннисемпе, вĕсем пурнăçланă ĕçсемпе тата пĕрле тунă малтанхи ÿсĕмсемпе паллаштарчĕ.

Хăй культурине упрайман халăха никам та хисеплемест. Çакна лайăх асра тытаççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. 45 çул хушшинче Культура çурчĕн ертÿçисем чылай улшăннă пулин те, культура вучахĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Çакăн пирки хăйсен сăмахĕнче тĕрлĕ çулта ĕçленисем аса илчĕç.

Шаннă вырăнта пурте чунĕсене парса юратса ĕçленĕ. Паянхи йывăр вăхăтра та Культура çурчĕ ял хвлăхĕшĕн ĕçленишĕн эпир питĕ савăнатпăр. Хальхи вăхăтра Культура çурчĕн ĕçне Надежда Хрисанфова йĕркелесе пырать. Вулавăшра Регина Григорьева ĕçлет. Кашниех хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать, пĕрле вăй хуни ял çыннишĕн пулнине ăнланать.

Хамăр енре çавăн пек культура вучахĕ пурришĕн эпир савăнатпăр.

Г. АНДРЕЕВА.

Кĕçĕн Чураш ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости