Çĕнĕ çула лайăх кăмăлпа пуçларăмăр

Категория: Культура Просмотров: 415

SAM 1552Йÿçкассисем, районти ытти çынсем пекех, çулталăка лайăх кăмăлпа кĕчĕç.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене Матьăкри Культура çуртĕнче январĕн 7-мĕшĕнче йĕркелерĕç.

Унччен халăх Йÿçкассинчи чиркĕве пуçтарăнчĕ. Сергий атте кĕлĕ ирттернĕ хыççăн техĕмлĕ Раштав апат-çимĕçĕпе сăйларĕ.

Хыççăн вара эпир автобуспа Матьăка çитрĕмĕр. Кунта пире çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Кузьмин, ваттисен канашĕн ертÿçи Г. Малинин уявсемпе саламларĕç. Сергий атте пире Сурхури уявĕ пирки ăнлантарса пачĕ.

Хыççăн культура ĕçченĕсем юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Елка тавра ташласа хаваслантăмăр. Хĕл Мучипе Юр Пике те пирĕнпе пĕрле пулчĕç.

Клуб ертÿçи Алина Семенова пирĕнпе питĕ кăмăллă пулчĕ, апат-çимĕçпе те хăналарĕ. Тавах ăна уява кăмăллă ирттернĕшĕн.

И. Яковлев.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости