ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Куракан кăмăллакан артист

Категория: Культура Просмотров: 554

IMG 17556Муркаш районĕ пултаруллă çынсемпе чăннипех те хăпартланма пултарать. Акă Йÿçкасси ял тăрăхне кĕрекен Тури Панкли ялĕнче 1967 çулта çуралнă Чăваш Республикин  "Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ" автономи учрежденийĕн артистне Аркадий Андреева пĕлмен çын сайра пулĕ.

Театр ăстине Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăларнă 38-мĕш указĕпе  килĕшÿллĕн  культурăри  тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата пултарулăх енĕпе нумай çул ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ хисеплĕ ят парса чысларĕç. Эпир ăна тĕрлĕ спектакльте курса савăнатпăр, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн хăпартланатпăр. Кĕçех вăл хăйĕн пултарулăх каçĕсене ирттерĕ. Ăста та тарават çынна хаçат тĕпелне чĕнме те кăмăллă, самантпа усă курса эпĕ хăш-пĕр ыйту çине хуравлама ыйтрăм.

- Аркадий Алексеевич, эсир - халăх кăмăлласа йышăнакан пултаруллă артист. Эсир калăплакан рольсене  куракан пысăк паллăпа кăна хаклать.  Ку, паллах,  Турă пилленĕ ăсталăх ĕнтĕ тата тăрăшулăх. 

-  Тавах ырă сăмахсемшĕн. Кашни артист куракан валли вылять, унăн кăмăлне тивĕçтерме тăрăшать. Турă пилленĕ ăсталăх тенине вара хирĕçлес килмест.  Мĕн сцена çине тухма пуçланăранпах кашни роле  чĕре витĕр кăларма тăрăшатăп, унсăрăн хама  шаннă герой рольне тĕрĕс сăнарлама çук.   

Ача чухнех сцена çине тухакан мана питĕ килĕшетчĕ. Тепĕр чухне ăмсану туйăмĕ те пулнă пулĕ, кăмăлланă артистсене ăшран кăлармастăмччĕ, вĕсен вылявне чылайччен асра тытаттăмччĕ.   Çавăнпах та пулĕ пĕр шухăшласа тăмасăр Мускав хулинчи М. Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищине (институтне) çул тытрăм.  Тен хăшĕ-пĕри çакна шÿтлерех те йышăнчĕ пулĕ, анчах та манăн чун-чĕре çак çула суйларĕ. Паллах, çакăншăн эпĕ пачах та ÿкĕнмен.  

Çапла сцена çинче пуçламăш утăмсем туса  тĕрлĕ роль калăплама тиврĕ. А. Островскийăн "Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн" спектакльти Петр ролĕнче,  А. Ĕçхĕлĕн "Виçĕ туй" спектакльти Бурлаков ролĕнче тата ытти спектакльсенче  вылярăм, пурне асăнса та пĕтереймĕн. В. Николаев пьеси тăрăх лартнă  "Манра Пихампар  чунĕ" мюзиклти  Ватти сунарçă герой рольне сăнарласси те - хăйне майлă кăсăклă ĕç.

- Эсир Шупашкарти пысăк сцена çинче вылятăр пулин те, тăван района та манмастăр, чылай çул хушши Орининти халăх театрĕпе тачă çыхăну тытатăр. Епле-ха пурин валли те вăхăт тупатăр;

- Кăмăл пулсан вăхăтне тупма пулатех пулĕ. Мана Орининти халăх театрĕн режиссерĕ пулма шанчĕç, çак ответлăха тÿрре кăларма тăрăшатăп. Вĕсемпе пĕрле виçĕ спектакль куракан умне кăлартăмăр. Коллектива районпа хула шайĕнчи конкурссене, мероприятисене хутшăнма та пулăшса пыратăп.  Унти йыша ырă енчен кăна хаклас килет, пурте тÿрĕ чунпа тăрăшаççĕ.

Кăна мухтанни тесе ан хаклăр та,  2015 çулхине манăн режиссер ĕçне халăх театрĕсен тата  драма коллективĕсен республикăри "Çĕнтерÿ ахрăмĕ"  фестивалĕн дипломĕпе хакларĕç. Ку -  пирĕн пĕрлехи тăрăшулăх.    

 Вăй-хал çитнĕ май культура ĕçĕнче кăна мар,  çамрăк ăрăва воспитани парассине те тÿпе хывма тăрăшатăп. Çак ĕçе пысăк тÿпе хывнине, вĕсемпе тухăçлă ĕçленине те ырăпа хакларĕç, Тав çырăвĕпе чысларĕç.

 - Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, сирĕн çитĕнĕвĕр питех те нумай.

-  Çапла, ку сăмаха та хирĕçлес мар. Кĕскен хăшне-пĕрне асăнса хăварам, "Лучшая мужская роль", "Лучшая эпизодическая роль"  номинацисен çĕнтерÿçи пулма тивĕçрĕм.  Тăрăшуллă ĕçшĕн,  театр искусствин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн 2012 çулта Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕсен министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç, çавăн пекех тĕрлĕ шайри Тав çырăвĕпе Хисеп грамотисемпе хавхалантарчĕç.

- Çитес вăхăтра куракана мĕнпе  савăнтарасшăн-ха;

- Шухăш-ĕмĕтсем, паллах, пысăк. Хам çуралнă Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи  Йÿçкассинчи Культура çуртĕнче ноябрĕн 3-мĕшĕнче 18.30 сехетре хамăн юбилейлă пултарулăх каçне йĕркелесшĕн, куракана "Ялта пулман пăтăрмах"  икĕ пайлă камитпа савăнтарасшăн. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче 18 сехетре  вара Шупашкарта хам ĕçлекен драма театрне чĕнетĕп. Унта А. Тарасов пьеси тăрăх лартнă "Юратăва çул парар" спектакле пăхма май килĕ.        

- Тавах Аркадий Алексеевич, кăсăклă калаçушăн. Сирĕн ĕçĕрте ăнăçу кăна пултăр, ăна валли  сывлăхĕ те çирĕп пултăр.  

 

Р. Илларионова.    

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости