Паян 8 сехетре Муркаш районĕнче 51 суйлав участокĕ уçăлчĕ.
Ентешсенчен пысăк пайĕ маларах сасăланă пулсан, паллах, паян - Раççей Конституцине улшăнусем кĕртме сасăламалли Пĕтĕм Раççейри кун та - сасăлакансем пур.
Çапла пĕлтерчĕ Муркаш территори суйлав комиссийĕн ертÿçи Лилия Тарасова:
- Паян 12 сехете 18602 çын сасăларĕ. Ку сасăлавçăсен списокне кĕртнĕ çынсен 81,78% проценчĕ пулать.
Сасăлав иртнине сăнавçăсем тĕрĕслесе тăраççĕ.
Пĕтĕмпе 306 çын.
Участоксенче коронавирусран асăрханмалли мерăсене те çирĕп пăхăнаççĕ.
Ĕлкĕрейменнисене участока çитсе сасăлама чĕнетпĕр.