ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Катькас халахĕн ял уявĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 129

Катькас халахĕн ял уявĕ

 

Сар хĕвеллĕ тĕнчен халăх шăпи ĕмĕртен-ĕмĕре тĕрлĕрен килнĕ пулин те ĕçчен чăваш халăх хăйĕн чăнлăхне, тĕрĕслĕхне, ăсталăхне, тасалăхне упрать, ырă йăла-йĕркене малалла тăсма тăрăшать.

Катькас халăхĕ ял уявне1989 çулта ирттерме пуçланă. Троица çитсессĕн ял халăхĕ уява паллă тума кану паркĕнче пуçтарăнать. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксемпе вăй питти арçынсем волейболла выляççĕ, турник çинче вăй виçсе туртăнаççĕ. Шашка-шахмат вăййине кăмăллакансем те тупăшăва хутшанаççĕ. Ача-пăча пĕрене çинче михĕпе пĕр-пĕрне çапса ÿкерме тăрăшса çĕнтерÿçĕ пулма васкать.

Уява пухăннă халăх ĕлĕкхи вăхăтри ял пурнăçĕпе ĕç çыннине сăнласа паракан тĕрлĕ стендсемпе паллашрĕ. Вĕсене Петров Алексей ял историйĕпе интересленекен хатĕрлерĕ. Ялти библиотека ертÿçи Анжелика Угарова «Тăван ялăм – савнă ялăм», «Ытарми тăван тавралăх» стенд хатĕрлерĕ. Ялти Культура çурчĕн ертÿçи Ирина Осипова, А. Угарова халăх валли шÿрпе пĕçерес ĕçе йĕркелерĕç. И. Осипова Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Чудо бисер» кружока çÿрекен хĕрачасем вĕтĕ шăрçапа тĕрлĕ япала ăсталанă алăçсене, Марина Волкова алмазран эрешлесе тунă картинăсене, Алевтина Кузьмина хĕреслесе тĕрленĕ, Ирина Осипова вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ картинăсене те курава тăратрĕç. Уява Анжелика Угаровапа Сергей Романов ертсе пычĕç.

Уяв ячĕпе ял депутачĕ Вера Николаевна Волкова саламларĕ. Кăçалхи уяв Раççейри Театр çулталăкне тата Муркаш районĕ 75 çул тултарнине халалласа иртрĕ. Уявра «Çăлкуç» тата Шатракассинчи «Мерчен» пултарулăх ушкăнĕсем хаваслă юрăсемпе, илемлĕ ташăсемпе халăхăн кăмăлне çĕклерĕç. Юрлама юратакансем халăха уявпа хăйсен пултарулăхĕпе те паллаштарчĕç.

Шурчари эстрада артисчĕсем – Петрпа Наталия Борзаевсем тата Василий Якоб уява килсе хаваслă юрă-кĕвĕпе халăхăн чунне тыткăнларĕç, савăк кăмăл-туйăм парнелерĕç. Илемлĕ кĕвĕçемĕн çынсем юрăçсемпе пĕрле ташларĕç.

Халăх валли техĕмлĕ шÿрпе пĕçерекенĕ Венекдит Тямин пулчĕ. Ăна Лариса Туйманкинăпа Алёна Юлина пулăшрĕç.

Шÿрпе валли аш-какайпа Данилпа Анжелика Угаровсем тата Владимирпа Любовь Сергеевсем тивĕçтерчĕç. Тĕрлĕ конкурса хутшăнакансене, алĕçĕсен куравне йĕркелекенсене, спорт вăййисене ирттерме пулăшакансене, çĕнтерÿçĕсене те парнесем парса хавхалантартăмăр.

Уяв ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнă ял-йыша чĕререн тав тăватпăр! Пурне те, пурне те пысăк тав!

 

 

Моргаушский район

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости