ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Уçлăха парăнтарнă чăваш кăйкăрĕ

Категория: Главные новости Просмотров: 447

5mАвгуст уйăхне «çăлтăрсен уйăхĕ» теççĕ. Чăнах та çак уйăхра пĕлĕтсĕр çанталăкра çĕрле урама тухсан çăлтăрсем пирĕн пата çывхарнă пек туйăнаççĕ. Кунсăр пуçне тĕттĕм тÿпере вĕсем уйрăмах асамлă çиçеççĕ.

Пирĕншĕн вара, чăвашсемшĕн, çак уйăх питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Шăпах çак уйăхра, 55 çул каялла - 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче чăваш каччи Андриян Григорьевич Николаев космоса çĕкленнĕ. Çакă тĕнчипе паллă пулăм шутланать. Кăçал эпир ăна 55-мĕш хут паллă тăватпăр. Августăн 11 - 15-мĕшĕсенче «Восток-3» карап космонавтика историйĕнче пĕрремĕш хут нумай талăклă вĕçевре пулнă. Çав вăхăтрах «Восток-4» караппа пĕрле (ăна Павел Попович тытса пынă) пĕрремĕш хут ушкăнпа вĕçев йĕркеленĕ.

Вĕçев вăхăтĕнче, орбитăна çĕкленсен, Андриян Николаев карапа алă вĕççĕн тытса пырассине хăй çине илнĕ. Пĕрремĕш хут креслоран салтăнса вĕçерĕннĕ. Унччен вара Гагарин тата Титов кресло çине çыхăнса ларнипе вĕçнĕ пулнă. Çыхăну сеансĕ вăхăтĕнче Николаев космосран çĕршыв ертÿçипе Н.С. Хрущевпа çыхăннă. Тĕп конструкторпа Сергей Королевпа калаçса татăлнă пекех, виçĕ талăк космосра пулнă хыççăн космос вĕçевне татах тепĕр талăк тăснă. Çĕр чăмăрĕ тавра 64 хутчен çаврăннă.

Попович пекех, Николаев та 1962 çулхи августăн 15-мĕшĕнче Караганда патĕнче Çĕр çине анса ларнă. Анса ларнă чухне сăрт çамкине кăшт кăна перĕнмен. Чи малтанах Николаевăн космонавтсен отрячĕн врачне хăйĕн пулăшма тивнĕ. Мĕншĕн тесен лешĕ Андриянран 30 метрта парашютпа ăнăçлăх анса ларайман.

1062 çулхи августăн 18-мĕшĕнче Мускав космос паттăрĕсене А.Г. Николаевпа П.Р. Поповича савăнăçлăн, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнĕ.

Пĕрремĕш вĕçев хыççăн А.Г. Николаев хăйĕн пурнăçне космонавтсен отрядĕнчи ĕçпе çыхăнтарнă. 1963 - 1968 çулсенче вăл космонавтсен отрячĕн командирĕ пулнă. 1965 - 1969 çулсенче Николаев ун чухнехи программăпа Уйăх тавра вĕçсе çаврăнма тата Уйăх çине анса ларма хатĕрленекен космонавтсен ушкăнне кĕнĕ.

1968 - 1974 çулсенче А.Г. Николаев космонавтсем хатĕрлекен Ю.А. Гагарин ячĕллĕ центр пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Кунпа пĕрлех «Уйăх программипе» те хатĕрленÿ ĕçĕсем пынă, вăл экипаж командирĕ пулнă.

Уйăх йĕри-тавра вĕçсе çаврăнма 4 талăк кирлĕ пулнă. Николаевăн вара çавăн чухлĕ вĕçессипе шăпах ĕнтĕ опыт пулнă. Шел пулин те, тĕп конструктор С.П. Королев вилнĕ хыççăн Уйăх патне вĕçессин программине малалла тăсман.

1970 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса июнĕн 19-мĕшĕччен А.Г. Николаев «Союз-9» космос карапĕн командирĕ пулса В.И. Севастьяновпа пĕрле космос вĕçевĕнче пулнă. 18 талăка тăсăлнă вĕçев космос вĕçевĕсен рекорчĕ шутланнă. Карап Çĕр йĕри-тавра 286 хут çаврăннă. Космонавтсемшĕн асăннă вĕçев çăмăлах пулман. Вĕсен нумай сăнавпа тĕпчев ирттерме тивнĕ. Космосран таврăннă хыççăн вара Çĕр çинчи условисене хăнăхнă чухне йывăрăш çуккин сиенлĕ пулăмĕ организм çине мĕнле витĕм кÿнине хăйсем çинче тĕрĕслемелле пулнă. Çакăн пек вăрăм вĕçев ирттернĕ хыççăн космонавтсене йывăрăш çуккин условийĕсенче ĕçлеме хатĕрлесси çине ытларах тимлĕх уйăрма тытăннă.

Космосра пĕрремĕш хут пулнă хыççăн А.Г. Николаев Чăваш Ене 1962 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче килнĕ. Республикăн тĕп хулипе автомашинăпа иртсе пынă чухне ăна хула çыннисем, мĕнпур район делегацийĕсем саламласа сывлăх суннă. Çав кунсенчех вăл хăйĕн тăван тăрăхĕнче - Шуршăл ялĕнче те пулса курнă. Хăйĕн тăванĕсем тата ял çыннисем ентешне - космос паттăрне чысласа кĕтсе илнĕ.

Космонавтсен отрядĕнче куллен нумай ĕçлеме тивнĕ пирки ерçÿллĕ самант пулманпа пĕрех. Апла пулин те вăл тăван республикăн пурнăçне те хутшăнма вăхăт тупма пултарнă, темиçе созыврах ăна республикăра пурăнакансем Чăваш Республикинчен РСФСР Аслă Канашĕн депутатне суйланă. Хăйĕн суйлавçисен, республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене, сĕнĕвĕсене яланах тимлĕхре тытнă, манăçа кăларман. Пуш сăмах çаптарма юратман.

А.Г. Николаев Муркаш тăрăхĕнче те пĕрре кăна мар пулнă. Пĕрремĕш хут 1964 çулта Муркаша килсен вăл Социализмла Ĕç Геройĕпе Е.А. Андреевпа паллашать. Акă мĕн çырса хăварнă космонавт кун пирки хăйĕн аса илĕвĕсенче:

«Евтихий Андреевич Андреевпа эпĕ комсмосра пулнă хыççăн тăван тăрăха çитсе килнĕ чухне пĕринче 1964 çулта паллашрăм. Çĕршыв Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă май, хамăн суйлавçăсем патĕнче Муркашра, вăл ертсе пыракан колхозра пулса куртăм. Çавăнтанпа эпир туслашса кайрăмăр, кайрантарах Чăваш Енре те, Мускавра та пĕрре кăна мар тĕл пултăмăр».

Юлашки хут А.Г. Николаев Муркаша 1967 çулхи март уйăхĕнче килсе кайнă. Пирĕн районта А.Г. Николаева курнă тата унпа калаçнă çынсем сахал мар. Аса илсе акă мĕн каласа парать районти паллă композитор Юрий Жуков:

«Пĕр çулталăк патнелле манăн Шуршăлта ĕçлеме тÿр килнĕччĕ. Ку вăл 1979 çулта пулнăччĕ. Çавăн чухне эпĕ пĕрремĕш хут Андриян Николаевпа тĕл пултăм. Эпир ун чухне Шуршăлти Культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă ансамблĕпе Сĕнтĕрвăрринчи Акатуйра концерт кăтартрăмăр, 1-мĕш вырăн йышăнтăмăр. А.Г. Николаева пĕрремĕш хут курни маншăн юмахри пекех пулчĕ. Вăл килнĕ ятпа колхоз утарĕнче чĕннĕ ытти хăнасемпе пĕрле эпĕ те пултăм. Бянпа каласа юрлаттартăм, ташлаттартăм. Анриянăн амăшĕ те пĕрлехчĕ. Республикăна ертсе пыракансем Семен Ислюков, Илья Прокопьев та хăнасем хушшинче пулчĕç.

Каç пулттипе вара уяв А. Николаевăн çуралнă килĕнче малалла тăсăлчĕ. Вĕсем патĕнче те нумай юрларăмăр, ташларăмăр. Андриян юратнă «Вĕç, вĕç, куккук» юрра вара пухăннă çынсем темиçе хут та юрларĕç. Паянхи кун та асран тухмаççĕ çав кунсем...».

Кунсăр пуçне Е.А. Андреевăн хĕрĕ Валентина Евтихиевна çапла аса илет:

«А.Г. Николаев Муркаша килсен аттепе пĕрле пирĕн киле яланах пыратчĕ. Вăл хăйне нихăçан та «пысăк» çын пек тытмастчĕ. Аннепе тата пирĕнпе (манпа тата шăллăмпа) кăмăллăн калаçатчĕ. Анне пĕçернĕ çимĕçĕсене юратса тутанатчĕ, чăваш апат-çимиçĕ чи тутли пулни пирки калатчĕ».

Вырăссем çапла калани аса килет: «Более значимое видится на расстоянии. Эпир халĕ ăнланатпăр, А.Г. Николаев пек пултаруллă та çав вăхăтрах республикăшăн нумай ĕç тунă çын урăх çук та пуль. Унăн чĕри те çав ĕçсем пирки шухăшланă чухнех тапма чарăннă вĕт. Ку вăхăтра вăл Пĕтĕм Раççейри ял спорт ăмăртăвĕсен тĕп судйи пулнă. 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче, пиллĕкмĕш хут инфаркт пулнă хыççăн, Андриян Григорьевич пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Ентешĕсем ыйтнипе ăна тăван çĕр çинче - Шуршăлта пытарнă.

Çавна каласа хăварс кăмăл пур. Пирĕн район çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ Герой пур: А.Г. Николаев тата Е.А. Андреев. Вĕсен ячĕсем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна шута илсе, ман шухăшпа, вĕсене хисеп туса тата асăнса Муркашра палăк, музей тата сквер пулмаллах. Сквер йĕркелеме районти Культура çурчĕ умĕнчи лаптăк питех те вырăнлă. Хăй вăхăтĕнче космос Геройĕпе çĕр ĕçĕн Геройĕ Муркаш тăрăхĕнчен пухăннă çынсемпе шăпах çак Культура çурчĕн балконĕ çинчен тухса калаçнă..    

Г. МАЛЫГИН,

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти Николаев вулавĕсен конкурсĕн жюри председателĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости