Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ:«Педагогсемпе наставниксем - Муркаш çĕрĕн мухтав

Набор по контракту

Набор по контракту

Россия — страна достижений

Исетерккĕсем пĕве юсарĕç

Категория: Главные новости Опубликовано: 30.05.2023, 10:09 Просмотров: 173

 IMG 20230523 WA0001

Çул-йĕре пурнăç артерийĕпе танлаштаратпăр пулсан, шыв та пирĕн пурнăçра çул пекех питĕ кирлĕ. Шыв хаклăхне исетерккĕсем уйрăмах лайăх пĕлсе тăраççĕ. Çумăр сахал çуса хĕле кĕнĕ çулсенче çырмаран шыв туртни те сахал мар пулнă. Пурнăç улшăнса пырать, çынсем килсерен скважинăсем чавтарма пуçларĕç, хăш-пĕр килте икшер çăл. Халăх ыйтăвне шута илсе Чуманкасси территори пайĕ маларах урамсенче çăл тума бетон ункăсем туянса пачĕ. Çынсем уншăн тав сăмахĕ калаççĕ, çавăн пекех ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси те яла çитессе шанатпăр тата кĕтетпĕр.

Турри сыхласа тăтăр та, çăлсене пăхса тирпейлесе тăни анчах мар, пĕвесене вăхăтра юсани те чи малтанах пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă. Çавна шута илсе темиçе çул маларах çынсем ял варринчи пĕвесене юсарĕç, пĕр пĕве патне пыма вара пуçарулăх бюджечĕн шучĕпе çулăн пĕр пайне вак чул сарса юсанă чухне хытарса çирĕплетсе хăварчĕç.

Çавăн пекех исетерккĕсем нумаях пулмасть хăйсен укçи-тенкипе улăхри пĕвене юсарĕç. Вăл вара ĕнесене питĕ кирлĕ. Çурхи шыв çулсеренех пĕве пуçне çурса каять, шывĕ тĕпне кăна юлать.

– Тĕплĕнех юсамалла, унсăрăн тăрăшни сая каять, пурин те ĕçлеме тухмалла, хамăра кирлĕ, çын килсе туса памасть – терĕ çак ĕçе йĕркелекен Леонид Филиппов пенсионер.

Çынсем май пур таран темиçе кунах тухса ĕçлеме тăрăшрĕç, пĕр килтен темиçен тухни те пулчĕ. Анатолий Степанов хăйĕн килти тракторĕпе тăпра чылай турттарчĕ. Геннадий Илларионов та килти тракторпа тăрăшрĕ. Çак тракторсем пулмасан ал вĕççĕн кăна пĕвене юсама пулмастчĕ.

Ĕçĕ пурин валли те çитрĕ, тимĕр валак турĕç, пĕве пуçне тĕплĕнех çирĕплетрĕç.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости