Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Пĕрлехи информаци кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 15.03.2023, 15:14 Просмотров: 278

IMG 8463

Ыйтусене пĕрле татса пама меллĕрех

Коронавирус пандемийĕпе çыхăннă чикĕлевĕсенчен ерипен хăтăлса пыратпăр. Массăллă мерприятисем ирттерме юраман пирки республикăра йăлана кĕнĕ Пĕрлехи информаци кунĕсене те вăхăтлăх пăрахăçланăччĕ. Иртнĕ уйăхра вĕсене çĕнĕрен ирттерме тытăнчĕç. Ун чухне Муркаш муниципалитет округĕнче Информаци кунĕ шайĕнчи тĕл пулусем февралĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртрĕç. Мартăн 15-мĕшĕнче Муркаш округне Пĕрлехи информаци кунĕ ирттерме Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ - территори оборонин тата мобилизаци ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Александр Степанов тата Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствин транспорт пайĕн пуçлăхĕ Артем Пилкин килчĕç. Тĕл пулусене çавăн пекех депутатсен Муркаш округ Пухăвĕн депутачĕсем, округ администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Ку хутĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ шайĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Думине тухнă кăçалхи Çырăва тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки республика ертÿçи - Правительство Председателĕ Олег Николаев туса панă отчета сÿтсе яврĕç. Кунпа пĕрлех тĕл пулусенче округра актуаллă пулса тăракан ыйту - обществăлла транспорт сферинчи проблемăсемпе задачăсем пирки те сăмах пычĕ.

Александр Степановпа Артем Пилкин çав кун Муркаш округĕн Йÿçкассинчи территори пайĕнче пулчĕç. Мероприятисене çавăн пекех Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов, округ администрацийĕн Йÿçкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин хутшăнчĕç. Ытти тĕл пулусем Муркаш округĕн Муркаш, Мăн Сĕнтĕр тата Юнкă территори пайĕсенче иртрĕç.

Апла пулин те Пĕрлехи информаци кунĕ округра граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннинчен пуçланчĕ. Информаци кунĕ шайĕнчи йышăнусем округ администрацийĕн пур территори пайĕнче те иртрĕç.

Информаци кунĕнчи мероприятисене вара вырăнсенче шкулсенчи медиа-студисем те çутатрĕç. Ку ĕçе Муркаш, Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Çатракасси, Шурча шкулĕсенчи çамрăк журналистсем хутшăнчĕç.

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости