Вĕсен тренерĕсем те пултаруллă, лайăх кăтартушăн чылай тăрăшаççĕ.
Февралĕн 19 - 22-мĕшĕсенче Чăваш Ен профспорттурăн уçă первенствине, Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ, спорт ĕçĕн тава тивĕçлĕ маçтăрĕ Валерий Львов 70 çул тултарнине халалласа ăмăрту иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре Алексей Алексеев (54 кг) 1-мĕш вырăна тухнă, Артем Алексеев (63 кг) ун хыççăнхи вырăна йышăннă. Пултаруллă боксерсем спортăн çак тĕсĕпе Атăл çи тăрăхĕнчи первенствине хутшăнма тивĕçнĕ.
Февралĕн 23 - 24-мĕшĕсенче Улатăрта Раççей Геройне Александр Старчкова асăнса бокс енĕпе республика турнирĕ иртнĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса пуç хунă. Ăмăртура Давид Бычков (30 кг), Валерий Иванов (32 кг), Серафим Хораськин (46 кг) хастар кĕрешнĕ, вĕсем пурте 1-мĕш вырăна тухнă.
Çÿлерех асăннă ачасемпе Сергей Черкашин, Олег Сютруков, Николай Багдасарян тренерсем ĕçлеççĕ.
Май 2023 |