Кашни кĕнекен хăйĕн вулаканĕ теççĕ. Çакна асра тытса Чăваш кĕнеке издательстви вулакансене тĕрлĕ кăларăмсемпе савăнтарать. Нумаях пулмасть паллă Франци çыравçин Антуан де Сент-Экзюперин «Пĕчĕкçеç принц» юмахĕ чăвашла пичетленсе тухрĕ. Ăна паллă чăваш критикĕ, литературовечĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор чăвашла куçарнă. Кĕнекери ÿкерчĕксем авторăн, хуплашкине Михаил Николаев художник ÿкернĕ. Илемлĕ хуплашкаллăскерне курсанах алла тытас килет.
Нумах пулмасть Чăваш кĕнеке издательствине электрон почтипе тĕрлĕ çĕршывран çырусем вĕçсе çитрĕç. Австри, Бельги, Испани çĕршывĕсенче пурăнакансем «Пĕчĕкçеç принц» юмаха кăмăллани çинчен пĕлтереççĕ, чăвашла пичетленнĕ кăларăмсене ярса пама ыйтаççĕ.
«Тинтерех эпĕ «Пĕчĕкçеç принц» юмаха чăвашла куçарни çинчен пĕлтĕм, ăна Юрий Артемьев куçарнă. Эпĕ 5-10 кĕнеке питĕ туянасшăн», — тесе çырнă Австрире пурăнакан Герхард Вольц.
«Эпĕ тĕрлĕ чĕлхе вĕренетĕп, мана Антуан де Сент-Экзюперин «Пĕчĕкçеç принцĕ» уйрăмах килĕшет, — тесе пĕлтерет тепĕр çырура Бельгире пурăнакан Патрик Баерт. — Эпĕ унăн чăвашла пичетленнĕ кĕнекине туянасшăн». Çыру вĕçĕнче вăл акăлчанла, вырăсла тата чăвашла тав туса сывпуллашть.
Испанире пурăнакан Хосеп Гонзалес Николас вĕренекенсен ушкăнĕпе Антуан де Сент-Экзюперин пултарулăхне тишкерет иккен. Уйрăмах «Пĕчĕкçеç принц» юмахне тимлĕх уйăраççĕ вĕсем, тĕрлĕ чĕлхепе тухнă юмах кĕнекисене коллекцилеççĕ. Çав кăларăмсен куравне йĕркелеççĕ, шкулсенче ачасене паллаштараççĕ. Юмахра палăртнă шухăшсем вĕсене çывăх, хăйсен пурнăçне юмах вĕрентнĕ пек йĕркелеме тăрăшаççĕ. Юратнă хайлав чăвашла та кун çути курнине пĕлсен шутсăр хĕпĕртенĕ, вăхăта сая ямасăр çирĕм кĕнеке ярса пама ыйтнă.
«Пĕчĕкçеç принц» хуçисене шыраса тупнă та ĕнтĕ. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăларăм питĕ кăмăла кайнă.
Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.