ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Пурнăç çулĕпе малаллах

Категория: Главные новости Просмотров: 406

 

Пурнăç çулĕпе малаллах

«Çулсем сисĕнмеллех кайрĕç пулин те манăн малаллах утас килет-ха», -терĕ Москакасси ялĕнче пурăнакан 102 çула кайнă Нонила Степановна Белова.

Нумаях пулмасть вăл хăйĕн 101 çулхи уявне кĕрекене ачисене тăванĕсене, ял тăрăхĕнче ĕçлекенсене, культура ĕçченĕсене йыхравларĕ.

Асăннă вăхăта, Москакасси ял тăрăхĕн ертÿçи Д.В.Кириллов тата культура ĕçченĕсем Симĕс урамри 8-мĕш çуртра пурăнакан, пурте хисеплекен кинемей патне çитрĕмĕр. Вăл пире хаваслансах кĕтсе илчĕ. Д.В.Кириллов Неонила Степановнăна çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламларĕ, тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунса парне парса чыс турĕ. «Неонила Степановна, çакăн пек нумай çул пурăнма сире мĕн пулăшса пырать-ха? Вăрттăнлăхĕ тата мĕнре – ши?»- ыйту пачĕ Д.Кириллов. «Эх, ачам ĕмĕр тăршшĕпе алăран ĕç каймарĕ, тата уçă сывлăшра, вăрманта нумай çул хушши ĕçлесе пурăнни те пулăшрĕ пулĕ», терĕ вăр-вар кинемей.

Сăмах майăн каласан, вăл паянхи кун та Уйкас Хачăк ялне ывăлĕпе кинĕ патне икĕ туяпа кăштăрттатса çитет. Яла çитсен анкартинче мĕн те пулин туса хăварма тăрăшать. Ăна никам та ĕç хушмасть-ха. Çапах та, лара-тăра пĕлмен кинемей, ĕçсĕр пĕр кун та ларма пултараймасть. «Ĕçлесен пурăнас килет», -тет иккĕмĕш ĕмĕре кайнă кинемей. Вăл хăйĕншĕн хаклă хăнасене тулли кĕрекене лартса тутлă апат-çимĕçсемпе сăйламасăр кăларса ямарĕ. Чылайччен шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр хамăр юратнă асаннепе. Хăй ĕмĕр тăршшĕпе мĕнле кăна хура-шур курни пирки те куççулĕ витĕр аса илчĕ Н.Степановна.

Хваттерте пĕччен кăна пурăннă пирки, иртсе çÿренĕ чух кĕрсе тухма ыйтрĕ. Уйăрăлнă чух ăшшăн ыталаса, чуп турăмăр, тата нумай çул хушши ачисене савăнтарса пурăнма юман пек çирĕп сывлăх сунтăмăр.

Москакасси ял тăрăхĕн хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Г.Голубева

 
 

Москакасинское сельское поселение Моргаушского района

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости