Тойкилтӗри Культура çурчӗ ял хӗрринче вырнаçна май кунта çырма хӗрри пулсан та çӑл е колонка таврашӗ çывӑхра пулман. Çакӑ тахçантанпах чи кӑсӑклӑ ыйту пулнӑ. Кунта пултаруллӑх ертÿçи пулса ӗçлекен Железнов Владимир Валерианович тӑрӑшнипе тата ялти халӑх пулӑшнипе авӑн уйӑхӗн вӗçӗнче культура çурчӗ патне шыв пӑрӑхӗ хума канав чавса хатӗрлерӗç. Ку ӗç çамӑл мар пулсан та ялти çамрӑксем те айккинче юлмарӗç, аслисампе пӗрле çӗр чавса пулӑшрӗç. Малалла колонка вырнаçтарасси ,палах, специалистсенчен килет. Кӑна Железнов В.В. хӑйӗн çине илчӗ.
Тойкилтӗри Культура çуртӗнче ӗçлекенсем çак ӗçе туса пулӑшнӑшăн ялти çынсене чун-чӗререн тав сӑмахӗ калаççĕ.
Сентябрь 2023 |