Старта тухма хатĕр: Раççейре цифрăллă çырав валли планшетсем кăларма пуçланă

Категория: Главные новости Просмотров: 145


Раççей статистики Иваново облаçĕнче пресс-тур ирттернĕ. Унта    Пĕтĕм Раççейри цифрăллă пĕрремĕш халăх çыравĕ валли электронлă планшетсем кăларма тытăнассине хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Ку тĕлĕшпе Иваново облаçĕнче тата Мускавра заводсем июнĕн 30-мĕшĕнче ĕçе пуçăннă.
Электронлă планшет – цифрăллă çитес çыравăн тĕп атрибучĕ. Çавăнпа  2021 çулхи апрельте иртекен çырава вĕсемпе туллин тивĕçтерес тĕллевпе 360 пин  планшет туса кăларма палăртнă. Ун пирки Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков Иваново облаçĕнчи Шуя хулинчи  компьютерсем туса кăларакан «ПК «Аквариус» заводра июнĕн 29-мĕшĕнче  иртнĕ пресс-тур вăхăтĕнче пĕлтернĕ. Федераллă тата регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене  «Аврора» операци тытăмĕпе тата ятарлă программăпа – электронлă çырав листипе - паллаштарнă. Çавăн пекех, çырав вăхăтĕнче пуçтарнă информаци вăрттăнлăхне сыхламалли технологисем пирки те каласа кăтартнă.
Планшетсене Раççей предприятийĕсем Мускаври «Байт-Эрг» тата Иваново облаçĕнчи Шуя хулинчи «ПК «Аквариус» заводсем туса кăлараççĕ. Промышленность тата суту-илÿ министрĕ Денис Мантуров çав предприятисенче электронлă хатĕрсене туса кăлармалли производство линийĕсене июнĕн 30-мĕшĕнче  хута янă. Çапла вара çĕршывра обществăпа патшалăх валли кирлĕ электронлă планшетсен чи пысăк партийĕ пулать.
«Пĕрремĕш планшетсем пирĕн пата сентябрьте çитмелле. Вĕсемпе эпир транспортпа çитме йывăр районсенче çырав ирттернĕ чухне усă куратпăр. Вĕсен чăтăмлăхне тĕрĕслетпĕр, мĕншĕн тесен электричество çук вырăнта, сивĕре нумай вăхăт хушши ĕçлеме тивет, - тенĕ Малков – Палăртнă мĕнпур техника кăçалхи çулталăк вĕçлениччен Раççей статистикине çитмелле».
Планшетлă комьютер 700 грамм кăна таять, çыравçăсемшĕн ку вара питĕ меллĕ. Ку таранччен вĕсем çырав листисене пысăк портфельсенче йăтса çÿренĕ. «Эпир пур енчен те тивĕçтерекен техника хатĕрлетпĕр: вăл палăртнă задачăсене пурнăçлама тата çыравçăсен ĕçне çăмăллатма пулăшĕ», - çирĕплетнĕ Павел Малков. Çырав вĕçленнĕ хыççăн Раççей статистикинче планшетсем нумаях юлмĕç. Вĕсен ытларах пайне «Цифрăллă экономика» программăна аталантарма параççĕ.
Планшетсем «Аврора» операци тытăмĕпе ĕçлеççĕ. Вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, шанчăклă. Çырав ирттерес тĕлĕшпе ыйтнине пĕтĕмпех тивĕçтерет. Раççейĕн операци тытăмĕсĕр пуçне планшетсенче ятарлă программăсем те хамăрăн. Вĕсене хатĕрленĕ чухне вăрттăн информацие хÿтĕлессине тĕп вырăна хунă. «Çав аппарат комплексне ют çынсем кĕрсе каясран мĕнле хÿтĕлелле, çыравçăсем пухнă информацие урăх хатĕрсем çине куçарас хăрушлăха епле сирмелле – программăна туса хатĕрлекенсем çавсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă», - палăртнă Павел Малков.
Калаçу ахаль планшет пирки мар, пĕтĕмĕшле программăллă аппарат комплексĕ çинчен пырать. Унта çыравра усă курмалли ятарлă программăсем вырнаçатарнă. Унсăр пуçне хушма аксессуарсем те пулаççĕ: тулти аккумуляторпа астăвăм карттисене чикмелли кĕсьеллĕ  чехол, аккумулятор, астăвăм картти тата ытти те.
 Павел Малков каланă тăрăх, планшетсемпе усă курни йăнăшсене чакарма, пуçтарнă информацие хăвăртрах пĕтĕмлетме май парать. Социаллă дистанцие пăхăнсах мĕнпур ĕçе пурнăçлама пулать. Нумай тиражлă бланксем пичетлессине, сканер витĕр кăларассине пăрахăçлани тăкаксене чакарма пулăшать. Тĕслĕхрен, 2010 çулта   пĕтĕмпе 210 миллион çырав листи пичетленĕ. Çитес çулта вара хут бланксене 10 процент чухлĕ е 20 миллион листа çеç хатĕрлемелле. 
2020 çулхи çырав тапхăрĕнче 45 çĕршыв электронлă планшетсемпе усă курать е  палăртать, 38 çĕршыв çак пысăк мероприятие интернет порталсем урлă ирттерет.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен иртет. Унăн тĕп çĕнĕлĕхĕ - Раççейре пурăнакан кашни çын хăйĕн çинчен Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче электронлă çырав листисене тултарса пĕлтерме пултарать. Килсене тухса çÿрекенсем ятарлă программăллă планшетсемпе усă курĕç. Çавăн пекех, çырав участокĕсенче, патшалăх тата муниципаллă пулăшусем паракан нумай функциллĕ центрсенче çырава хутшăнма май пулĕ.
«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020» Медиаофис.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости