ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Паян Чăваш кадет шкулĕн капсулине хучĕç

Категория: Актуально Просмотров: 437

Паян РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта ĕçлĕ çÿревпе пулчĕ. Вăл Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕнче пулса курчĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Химпром» генеральнăй директорĕ Сергей Науман, РФ Çар-сывлăш Вăйĕсен Инçет тата Çар-транспорт авиацин пайĕн пуçлăхĕ Александр Цылев, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, çÿлерех асăннă кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова хутшăнчĕç.

Çавăн пекех Михаил Викторович Эгер бульварне, кадет корпусĕн çĕнĕ комплексне тăвакан вырăна çитсе курчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура капсула хунă çĕре хутшăнчĕ, кадетсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçрĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Ку федерацин Атăлçи округĕнчи 6-мĕш кадет шкулĕ пулать. Тепĕр вĕренÿ çулĕнче кунта çĕнĕ 400 вырăнлă вĕренÿ учрежденийĕ хута кайĕ. Çĕнĕ йышши çак пĕлÿ çуртĕнче вĕренекенсем кайран çар енĕпе хатĕрлекен аслă шкулсене, чи чаплă вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕрĕç. Кадет корпусĕ çамрăксене сывлăш-космос енĕпе анăлă пĕлÿ парĕ. Асăннă кадет корпусне Сызраньри сывлăш çар академийĕпе икĕ çар чаçĕ шефа илĕç. Кунта вĕренме республикăри ачасене кăна мар, ытти регионсенчен те 5-мĕш класран пуçласа илĕç. Кадет корпусĕн кивĕ çурчĕ те юлĕ, унта патриот воспитанийĕ паракан центр, е юнкăсен шкулĕ пулĕ. Çĕнĕ вĕренÿ заведенийĕ çамрăксене кадет енĕпе кăна аталантармĕ, спорти, пултарулăхри ăсталăхсене уçма, пĕр сăмахпа, пур енлĕн аталанма пулăшĕ. Пирĕн партнерсене, çĕнĕ шкул тăвас ыйтăва ырласа йышăннисене пурне те тав сăмахĕ калас килет. Мĕнех, ырă çул пултăр», - терĕ Михаил Бабич.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кунран Чăваш Ен, Шупашкар историйĕнче çĕнĕ страница уçăлассине, кадет корпусĕ çамрăксемшĕн юратнă вырăн пулассине шаннине пĕлтерчĕ. Малашлăхра кунта паркпа сквер та, футбол уйĕ те, пăр кермен те хута яма палăртнă.

Светлана НЕКРАСОВА, кадет шкулĕнче вĕренекенĕн амăшĕ:

- Пирĕн хулара çĕнĕ шкул, кадет корпусĕ хута яни пире питĕ савăнтарать. Ывăл ку шкула 2013 çулта пĕтерчĕ ĕнтĕ. Халĕ эпир унта хĕрĕмĕре Марийăна та ятăмăр. 11-те вăл. Çитес çул вăл çак çĕнĕ корпусра пĕлÿ илĕ. Лайăх ĕлкĕрсе пырать. Кадет корпусне хула варринче, çул хĕрринчен, чарăнуран инçе мар туни савăнтарать. Хĕрĕмĕре кунта килсе çÿреме чăрмавлă пулмĕ. Ку еннелле транспорт лайăх çÿрет.

Анжелика БЫКОВА, кадет шкулĕнче вĕренекенĕн аппăшĕ:

- Манăн шăллăм Егор Быков 5-мĕш класа куçрĕ. Анне ĕçре пулнăран ку мероприятие килеймерĕ паян. Эпир ку кадет корпусĕшĕн питĕ хĕпĕртетпĕр. Ку саманта тахçантанпах кĕтнĕ. Эпир 1-мĕш класранпах кадет шкулне лекме ĕмĕтленетпĕр. Кадетсем çирĕп шухăш кăмăллă, анлă тавра курăмлă, ăслă, спорта юратакан çамрăксем. Манăн шăлăлм та лайăх çын пулса ÿстĕр тетпĕр. Пурнăçра ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурăнçа кĕрттĕр. Пуласлăхĕ те унăн лайăх пултăр».

Петр ТЕПЛОВ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 94 çулта:

- Паянхи уява килсе курнишĕн питĕ савăнтăм. Ку кадет корпусĕ çав тери чаплă вĕренÿ учрежденийĕ пуласси куç кĕрет. Çакна хута яни историре çырăнса юлĕ. Кунта çамрăксем аталанĕç, çарпа спорт воспитанине илĕç, кайран Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăрĕç. Вĕсем пирĕн шанăçа тÿрре кăларасса шанас килет».

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости